рябина
рябиновый
хĕрлĕ пилеш — красная рябина
хура пилеш — черноплодная рябина
пилеш йывăçĕ — рябина (дерево)
пилеш çырли — рябина (ягода)
пилеш сăпаки — кисть рябины
пилеш эрехĕ — рябиновая наливка
пилеш патне çул турăм, йывăçĕшĕн мар, пилешĕшĕн — фольк. проторила я тропку к рябине, не ради дерева, а ради ягод
◊
пилеш кайăкĕ — дрозд (-рябинник)
пилеш курăкĕ — бот. пижма
рябина
пилеш йывăççи — рябина (дерево)
пилеш хули — рябиновый прут
(пил'эш), рябина. Ст. Чек. Собр. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ (лихорадка). Янш.-Норв. Уй чӳкĕнчен таврăннă чухне вара пур арçын ачасем те пĕрер пилеш хулă касса тавăрăнаççĕ, ăна вĕсем: авалхи çынсем, турра вĕлерес тесен, турă çавна пĕлсен, çав пилеш йăвăççи тăрне хăпарса хăтăлнă, тесе ĕненеççĕ. Çавăнпа халĕ ĕнтĕ çав пилешпе хуралтăсене çапсан, турă усалсене часах хăваласа кăларать, теççĕ. Çав пилеш йăвăççинчен вĕсем, çумри хĕрес çухалсан, хĕрес туса çакса яраççĕ, тата, выльăхсене усал-тĕселсем ан çакланччăр, тесе, хĕрес туса çакса яраççĕ. КС. Вăпăртан хăтарасшăн пилеш хĕрес çакаççĕ (животным). М. Яуши. Пилешрен хĕрес туса хĕрне çакас пать (= пулать). Сред. Юм. Пăру çомне пилеш хĕреç çакаççĕ, она çаксан ôсал пымас, тет. Абыз. † Пилеш патне çул турăм, пилеш патне çул турăм, йывăçшăн мар, пилешĕшĕн. ЧП. Пилеш хуçма пырсамăр. Нюш-к. Пилешрен арçури хăрать, çавăнпа чăвашсем нумайĕшĕ пилеш хĕрес çакса çӳреççĕ. Никит. Пилеш лайăх, вăйлă пулнă çул, ачасене йывăрлăх килет. ФТТ. Пилеш нумай пулсан, килес çул йăвăр пулать; Кайсар. Пилеше сĕрĕм тивсен çиеççĕ. Пазух. Улача та хапха пилеш хăма, шултăркарĕ кăçалхи уярпа. Эпир çур. çĕршыв 8. Пилешĕ тата кĕркунне хĕп-хĕрлĕ ларать. N. Унтан ват шуйтанĕ тухрĕ, тет те, çисе ларнă чух калать, тет: çак армана юсама пĕлмеççĕ çынсем; уна пĕр лав çатрака хурас пулать, тата хăмла путранки хурас пулать, унтан пилеш хĕрес туса лартас пулать; вăл вара пит усăлă арман пулать, тесе калать, тет.
«рябина»; пилеш кайăкĕ «рябинник», «серый дрозд»; башк., тат. милэш туркм. мелеш (Алнев), алт. В пеле, ойр. беле «рябина»; тат. милэш чыпчыгы «дрозд»; ср. удм., коми пелыç, палэзь «рябина» из чув. яз.
Ураскасси (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
пиленкă пиленпи пилет пилетĕш « пилеш » пилеш кайăкĕ пилеш курăкĕ пилеш тăрăлă корăк пилеш тепки пилеш холă