возвр. и страд.
1.
запираться, закрываться, быть запертым, закрытым
çăра иккĕ пăрса питĕрĕнет — замок запирается на два оборота
ку алăк питĕрĕнсе тăмасть — эта дверь никогда не закрывается на замок
2.
затыкаться, заделываться, быть заткнутым, заделанным
хушăксем питĕрĕнсе çитмен — не все щели заделаны
питĕрĕнсе лар —
1) запереться, закрыться на замок
алăк хупăнчĕ те питĕрĕнсе ларчĕ — дверь захлопнулась и защелкнулась на замок
2) засориться, забиться, быть засоренным, забитым
канализаци пăрăхĕ питĕрĕнсе ларнă — канализационная труба засорилась
3.
закладываться, быть заложенным
хăлха питĕрĕнсе ларчĕ — уши заложило
сăмса питĕрĕнчĕ — нос заложило
4.
загораживаться, преграждаться, перекрываться
çул вăхăтлăха питĕрĕнчĕ — дорога на время закрылась
5. диал.
заворачиваться, закутываться во что-л.
◊
сасă питĕрĕнчĕ — голос пропал
сывлăш питĕрĕнсе ларчĕ — я задохнулся, у меня перехватило дыхание
запираться, закрываться. N. Алăка питĕрнĕ пулсассăн, вăл питĕрĕннĕ пулĕччĕ, анчах питĕрĕнмесĕрех тăрать. Орау. Пымассеренех лавкки питĕрнсе тăрать (всегда заперта). N. Манăн çăварсем питĕрне ларчĕçĕ. || Заложиться. Якейк. Ман сăмса питĕрĕнсе çитрĕ, темле йосас. Никит. Тăрсан-тăрсан, çĕр питĕрĕнчĕ (земля разверзшаяся снова сошлась), тет, хĕр çăлăнса юлчĕ, тет. || Завертываться, окутываться. Якейк. Молчаран лайăх питĕрнсе кил, атту сивĕпе пăсăлăн.
Çавăн пекех пăхăр:
питĕм питĕр Питĕр ваþ Питĕр-хули « питĕрĕн » питĕрĕнчĕк питĕркĕç питĕркĕçлĕ питĕркĕч питĕркĕчĕ