пристяжной. Пазух. Аслă çул хĕрринчи те кăвак чечек, пичеври учĕсем те таптаççĕ. Бгтр. Пичеври лашăрсем сикет-çке, пирĕн каяс вăхăт çитет-çке. Изамб. Т. Пичеври лаша, тĕпри лаша.
п.п., куçăм. Хушма ĕçсем тăвакан, пулăшса пыракан çын; шакăрча, пулăшуçă (туп.). Колхоз пред-седательне А.Иванов юлташа хăйĕн çумĕнчи пичеврисенчен — бригадирсенчен, ял хуçалăх специалисчĕсенчен — çирĕпрех ыйтма ... хушнă. К-н, 1965, 11 /, 11 с. Пичевĕ çав таçти-таçти председатель пулать... Эсĕ пĕччен вăй çитерейместĕн. Л.Таллеров, 1978, 209 с. Пĕтĕм йывăрлăх кил хуçи çине тиеннĕ... Хветуççа вара пичеври çеç пулнă темелле. В.Алентей, 1991, 33 с. Григорий Яковлевич [Хирбю] мана хăй çумне пичеве илесшĕн пулчĕ. Х-р, 29.10.1996, 4 с.
Çавăн пекех пăхăр:
пичатни пиче пичев пичевле « пичеври » пичей пичелĕ-шăлăмлă пичен пичеплĕ пичет