сущ.сред.
1. (син. местонахождение) вырăн; тăни, вырнаçни; положение судна в море карапăн тинĕсри вырăнĕ
2. (син. обстановка) лару-тăру, тăрăм; международное положение тĕнчери лару-тăру; тяжёлое экономическое положение экономикăри йывăр лару-тăру; тяжёлое положение в семье кил-йышри йывăрлăхсем
3. (син. роль, место) вырăн, пĕлтерĕш; руководящее положение пуç пулса тăни, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни
4. положени (документ); положение о выборах суйлав положенийĕ
5. шухăш; основные положения доклада докладри тĕп шухăшсем ♦ женщина в положении йывăр хĕрарăм (ача тума хатĕрленекен)
1. тӑнӑ вырӑн, йышӑннӑ вырăн, хӑш вырӑнта тӑни; определить положение планеты планета хӑш вырăнтине палӑрт; 2. лару-тăру; международное положение тӗнчери лару-тӑру; 3. йӗрке; положение о выборах суйлав йӗрки; 4. шухӑш; главные положения статьи статьян тĕп шухӑшĕсем; 5. мĕнле пулни; она в положении вăл йывӑр çын; выйти из трудного положения йывӑрлӑхран тух, хӑтӑл; читает в лежачем положении выртса вулать.
с. 1. тăнă (е йышăннă) вырăн, вырăн, ăçта пулни (е тăни); положение Луны относительно Солнца Хĕвеле кура Уйăх ăçта тăни; придать вертикальное положение тӳрĕ тăрат; 2. (поза) тăни, тытни, пулни, ларни-тăни; в лежачем положении выртса; положение рук, ног ал-урана епле тытни; 3. (место человека в обществе) вырăн, пĕлтерĕш; социальное положение обществăри вырăн; служебное положение службăри вырăн; в его положении ун вырăнĕнче; 4. (состояние, обстоятельства) хал, лару-тăру; попасть в затруднительное положение нушана лек, хĕсĕнсе çит; безвыходное положение май çукки; материальное положение пурлăх-юрлăх; оставить в тяжёлом положении йывăра хăвар; 5. (обстановка) лару-тăру, самана; международное положение тĕнчери лару-тăру; 6. (режим, распорядок) йĕрке; военное положение вăрçă йĕрки; 7. (свод правил) положени, йĕрке; общие положения пĕтĕмĕшле йĕркесем; положение о выборах суйлав положенийĕ; 8. (тезис) шухăш, тĕп шухăш; положения диалектического материализма диалектика материализмĕн тĕп шухăшĕсем; ◇ хозяин положения хуçа; в (интересном) положении çире пур, хырăмлă, пĕтĕ.
1. лару-тăру; международное положение тĕнчери лару-тăру; внутреннее положение страны çĕршывăн шалти лару-тăрăвĕ 2. положени (документ); положение о выборах суйлав положенийĕ 3. шухăш; основные положения доклада докладри тĕп шухăшсем
Çавăн пекех пăхăр:
половой полог пологий положени « положение » положительный положить положиться полоз Полой киремечĕ