запор, засов, задвижка
йывăç сăлăп — деревянный засов
тимĕр сăлăп — железный запор
сăлăп яр — задвинуть засов
сăлăп хыв — задвинуть засов
Этем çăварĕ — хапха мар, сăлăп ярса питĕреймĕн. — посл. Людские уста — не ворота, не запрешь на засов. (соотв. На чужой роток не накинешь платок).
(сы̆лы̆п, сŏлŏп), запор, засов. А. Турх. МПП. Сăлăп, деревянный или железный прут, который проходит через деревянные или железные скобы, вбитые горизонтально в косяки двери и запирающие дверь. Н. Седяк. Сăлăп — хапха питĕрекен вăрăм патак; урлă питĕреççĕ. СПВВ. НН. Сăлăп — вите алăкне урлă хурса питĕрекен йăвăç. ЩС. Сăлăп, задвижной запор у двери конюшни и у ворот. Ib. Хапхана сăлăп хыв-ха. СПВВ. ВА. Сăлăп (сулăп); вите алăк сăлăпĕ (сăлăп ярас). Никит. Сăлăпа катерсе пăрахрĕ. Изамб. Т. Сăлăппалан шалтан кĕлете питĕреççĕ, унăн пĕр пуçне пĕр-пĕр япала çумне тĕрентереççĕ, тепĕр пуçне алăк çумне тĕрентереççĕ, уçнă чухне кантăрапала алăка тĕренĕ пуçне çулелле çĕклеççĕ тĕ, алăк вара уçăлат. Тюрл. Сăлăп, запорка, напр., у конюшни. См. чикмек.
«задвижка», «засов», «шест для запора ворот»; уйг. солап коймак (чув. сăлăп хур, сăлăп яр) «запирать на засов»; к. калп. зулып «щеколда».
Çавăн пекех пăхăр:
сăку сăл сăлăк сăлăнчă « сăлăп » сăла сăлай сăлайлă сăлан сăлан йăвăççи