то же, что сăрăлтат
жужжать. Кн. для чт. 152. Хăмăшлăхрах ӳпресем сăрлатса вĕçсе тăраççĕ. || Дрожать, мозжить, ныть. Ачач 9. Сирĕн ăшăрсем çавăнтах сăрр! сăрлатса илнĕ пек пулаççĕ. Альш. Пĕтĕм çан-çурăм сăрлатса карĕ (от страха при катаньи на качелях; при катаньи с крутой горы). Сред. Юм. Ôсал япала тунă тенине (çын вĕлернĕ тенине) илтсен, пуç сăрлатса каять (волосы стают дыбом). Ib. Хăранипе ман çан-çôрăм сăрлатса карĕ (пробежали мурашки). Ib. Мана çулĕ çĕртенех тĕртсе яма тапăнчĕ те, манăн хăранипе пĕтĕм чôн сăрлатса кайрĕ. Ib. Пĕтĕм ӳт сăрлатса кайрĕ (пит тăрук хăраса кайсан калаççĕ). О сохр. здор. Тата пăртак тăрсан, çан-çурăм сăрлатма тытăнать (у отравивщегося спорыньею). Янтик. Ах, пит хăрарăм: пĕтĕм çан-çурăм сăрлатса карĕ! Ib. Çан-çурăм сăрлатса анчах ларать сивĕпе! || Дребезжать. КС. Усал çава сăрлатса янăрать (дребезжит). КС. Çурăк чан сăрлатать (дребезжит). См. чăрлат. || Гудеть. КС. Мăн чана çапсаçсăн, сăрлатнă сасă илтĕнет (гудящий призвук).
понуд, ф. от гл. сăрла.
Çавăн пекех пăхăр:
сăрла сăрлакан сăрлаккай сăрлан « сăрлат » сăрлаттар сăрма сăрмакла сăрме-купăс Сăрмолотнăй