Шырав: сăсăл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
отруби
сĕлĕ сăсăлĕ — овсяные отруби
сăсăл хушнă çăкăр — хлеб с отрубями
сăсăлпа пăтратса пар — замешать корм с отрубями (для скота, птицы)
2.
костный мозг
3.
труха, древесная гниль, ситовина
юман сăсăлĕ — дубовая гниль
йывăçа сăсăл кĕнĕ — в дереве завелась гниль

сăсăл вĕçтер
— напугать, нагнать страху

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

отруби.

168 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(сы̆зы̆л, сŏзŏл), костный мозг. Хурамал. || Пористая гниль внутри древесины. Ишлей-Покровское. Сăсăллă йăвăç, дерево с пористою гнилью внутри. || Отруби. Зап. ВНО. Кулаç пĕçернĕ чух сăсăл ярсан, кулач шурă пулать. Ib. Çăнăх сăсăлĕ, отруби. Календ. 1911. Ăна шывпа пăтратса çăнăх е сăсăл сапса парсан, аван. ЧП. Аслă шывсем тăрăх армансем, урпапа тулă авăрать: мамăкĕсем вĕçеççĕ çӳлелле, сăсăлĕсем лараççĕ тĕпнелле, çавсем çĕмĕреççĕ хул тĕпне. Хурамал. Тулă çăнăхне аласан, ала çине юлнине сăсăл теççĕ. О сохр. здор. Апла тăвас тесен, хĕллене самаскăпа е тăмпа хутăштарнă сăсăлпа икĕ чӳречине те, пĕр шăтак хăвармасăр, лайăхăн сĕрсе лартас пулать. Ib. Çăнăхне авăртса килсен, сăсăлне уйăрмашкăн татах алапа алатпăр. СТИК. Çăнăх алласан, сăсăл пухăнат. N. Сăсăл пĕрчи пек сĕвĕне пуçлать. Хурамал. Тулă сăсăлĕ, ыраш сăсăлĕ, отруби. || В перен. знач. М. В. Шевле. Куçран сăсăл вĕçсе тохрĕ, т. е. перепугался. Трхбл. Сăсăлĕ вĕçрĕ, хăрарĕ. N. Хăй халăхĕн сăсăлне çапла вĕçтернĕ. СПВВ. ЕС. Сăсăлĕ вĕçнĕ = пит хăранă, сиксе ӳкнĕ, сехĕрленсе кăвакарса кайнă çын. Орау. Вăрланă лашана илнĕ тесе çыпçăнса, сăсăла вĕçтерчĕç вит. Ib. Вăрмантан тухсассăнах икĕ кашкăр ик енне ӳкрĕç те, лаша патĕнчех пыраççĕ. Шăльсене йĕрсех пыраççĕ. Сăсăлăм вĕçрĕ пĕтĕмпе. ТММ. Сăсăл вĕçтер, сильно напугать.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

, сăсă «костный мозг»; алт. В сузы «душа человека и животных».
«отруби»; Рясянен усматривает заимствование из финских языков: мар. шутыл, у дм. сәсло, коми. су, морд. сееева «отруби» (TLT 260).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

хывăх. Лаша пуçне чиксе пашкаса тăрать пулсан ăна кӳлме юрамасть, шăварас та пăртак утă е сăсăл (хывăх) йĕпетсе парас пулать … [Сельский 1910:5].

Çавăн пекех пăхăр:

сăс сăс кăмпи сăсă сăсăк « сăсăл » сăсăллă сăсăллан сăсăр сăсăрлантар сăсçим

сăсăл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150