1.
нить, нитка
пĕр сĕвем çип — нить
пурçăн сĕвемĕ — шелковая нитка
çĕлен çип сĕвемĕ — кусок суровой нитки
сĕвем пĕтĕр — прясть пряжу; сучить нитки
2.
отрезок, кусок нитки (около метра длиной)
3.
кусковой (о пряже)
сĕвем çип — 1) кусковая пряжа, куски ниток 2) суровые нитки;
пряжа для сурового полотна
◊
сĕвем çӳç — волосы, висящие сосульками
(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.
: пĕр сĕвем çип — нитка длиной около одного метра, а в некоторых районах только в 1/4 аршина; кирг., алт., тув. сӧӧм «четверть», «пядь» (старая мера длины, равная расстоянию между концами вытянутых большого и указательного пальцев).
Çавăн пекех пăхăр:
сĕвеклентер сĕвеклет сĕвеле сĕвелен « сĕвем » сĕвемлĕ сĕвемле сĕвен сĕвен кĕперри сĕвентер