I.
1.
мазать, намазывать, смазывать
алла маç сĕр — помазать руку мазью
атта крем сĕрнĕ — сапоги смазаны кремом
çăкăр çине çу сĕр — намазать хлеб маслом
пӳрт хӳмисене тăм сĕр — замазать щели в стене дома глиной
сĕрсе ларт — замазать
сĕрсе тух — вымазать (все)
сĕрмелли материалсем — смазочные материалы
Сĕрмен урапа йывăр кусать. — посл. Несмазанная телега тяжело катится.
2.
тереть, растирать
ыратакан вырăна сĕр — массировать больное место
урай сĕр — тереть, мыть полы
йĕкев карчĕсене сĕрсе якатнă — насечка у напильника стерлась
3.
пилить
пăчкăпа сĕр — пилить пилой
çĕçĕпе сĕр — водить лезвием ножа
4. разг.
наигрывать (на скрипке),
водить смычком
пиликать
5. разг.
дать взятку
подмазать прост.
◊
сĕрсе калаç — 1) льстить, говорить льстиво 2) мямлить, жевать (при разговоре)
II.
1.
цедить, процеживать, фильтровать
сăра сĕр — процедить пиво
сĕте ала витĕр сĕр — процедить молоко через ситечко
2.
цедить слова, цедить сквозь зубы
сăмаха шăл витĕр сĕрсе калаç — цедить слова сквозь зубы
III.
1.
ловить рыбу (бреднем, наметкой)
пулă сĕр — ловить рыбу, бродить бреднем
2.
вылавливать, выбирать (напр. мясо из бульона)
IV.
подражание монотонному гудению, звону, жужжанию
сăпсасем сĕр сĕрлеççĕ — надоедливо жужжат осы
сĕр-сĕр, сĕр-сĕр-сĕр — усил. от сĕр
сĕр-сĕр-сĕр сĕрлеççĕ вăрăмтунасем — непрерывно гудят комары
мазать, умазать, смазать
атта сĕртĕм — сапоги смазал
сĕрсе кӳрт — втирать
сĕртĕн — касаться
скоблить, тереть, вытирать
урусене ерехпе сĕр — тереть ноги вином
фильтровать
процеживать
(сэ̆р), подр. жужжанию. СПВВ. Сĕр-сĕр-сĕр, сĕрлет.
(сэ̆р), цедить, процеживать. Ст. Чек. Авал çынсем тĕттĕме çутăличчен çĕр хута алапа сĕрнĕ, тет. Вара вĕсене пĕр çын ку асапран хăтарнă, тет. Календ. 1903. Сĕтне никçан та сĕрмеççĕ, лайăх витсе хумаççĕ, тăпра, çуп-çап кайса пĕтет. Изамб. Т. Сăра юçсе ĕлкĕрсен, ăна сĕреççĕ. Ходар. Сăрине туса йӳçтерсе сĕрсен... || Фильтровать. || Бродить рыбу, ловить бреднем. Изамб. Т. Атмапа пĕр çын çырма хĕринчен сĕрсе çӳрет. Ib Полă сĕр, бродить рыбу. N. Унтан пичче тата тепре сĕрсе кăларчĕ. || Вылавливать, напр., клецки, салму из чашки. ||В перен. смысле. Хурамал. Сĕрсе çӳрет ял çинчи сăрана, теççĕ нумай ĕçсе çӳрекен çынна. Янтик. Сĕрсе çӳрет (так говорят про человека; который любит угощаться у людей; но сам не угощает).
(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.
1. «мазать», «намазывать»; 2. «тереть», «вытирать»; узб. сyp, сурт, МК, тур. сӳр, тат. сӧрт «тереть», «вытирать»; «мазать», «смазывать»; АФТ, казах., к. калп., ног., туркм., карач. сӳрт, якут. ӳр, сӳр «тереть», «вытирать»; кирг. сӳр «тереть»; «строгать»; уйг. Син. сӳр «счищать», «скоблить (кожу)»; алт. В cӳрт «мазать», «намазывать».
1. «цедить», «процеживать», «фильтровать»; КБ, МК, Замахш. сӳз, азерб., туркм., тур., уйг., кирг., казах., к. калп., ног. сӳз, кумык, сюз, тат. сӧз, башк. hӳз, узб., к. калп. суз, алт. шӳ, тув. шӳӳp «цедить», «фильтровать».
«ловить рыбу бреднем»; др. тюрк. cӳp, тат. сӧр, алт. В шӳ, шӳӳ, кирг. сӳз «ловить рыбу бреднем, неводом». От глаголов со значением «тащить волоком», «тянуть»: др. тюрк. сӳр, азерб., тур. сӳрӳ, к. калп. суйр, хак. сӧртесĕр.
Çавăн пекех пăхăр:
сĕпичкĕ сĕпкен сĕппĕрт Сĕпрел « сĕр » сĕрĕ сĕрĕл сĕрĕлтет сĕрĕм сĕрĕмлĕ