сас-хура, шум, звук, голос. Сред. Юм. Пĕр сас-хора та çôк. Очень тихо, так, что никакого звука нет. N. Сасси-хури те ан пултăр. N. Савватий тăракан пӳрте пырса шакканă. Сас-хура пулман. Букв. 1904. Вара тин тĕттĕм пӳртре лăпланаççĕ, пĕр сас-хура та илтĕнми пулать. Истор. Хирте пĕр сасă-хура та илтĕнмен, сайра-хутран анчах: ăçта çăхансем кăранклатни, ăçта аякра кашкăрсем улани илтĕнкеленĕ. || Слух, известие, молва. N. Вăрçă чарăнмалли сас-хура çук. (Письмо). N. Ялта-йышра мĕн сас-хура пур? N. Выльăхсене хире кăларма вăхăт çитсе пырать, анчах кĕтӳçĕн сасси-хури те çук (ни слуху, ни духу). Сред. Юм. Сан халех каймалла полать-и-ха? — Сас-хора çок-ха пĕрте (нет известий), кăçан каймаллине пĕлместĕп. || Скандал. НИП. Хуралçа ирхине: кĕçĕр ним сас-хура та пулмарĕ-и-ха? теççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
сасăлав сасăпа сасăртăк сасăсăр « сасĕ-хура » сасак Сасак вар сасан сасар сасартăк