Шырав: тăпра

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
земля, почва, грунт
земляной, почвенный, грунтовой
йӳçек тăпра — кислая почва
йӳçĕ тăпра — кислая почва
кăпăшка тăпра — рыхлая почва, мягкий грунт
кĕллĕ тăпра, кĕл тăпри — подзол
кĕлленчĕк тăпрасем — подзолистые почвы
нӳрлĕ тăпра — влажная почва
пулăхлă тăпра — плодородная почва
çĕрĕк тăпри — перегной, гумус
тăмлă тăпра — глинистая почва, суглинок
хăйăрлă тăпра — песчаная почва, супесь
хура тăпра — чернозем
тăпра айĕнчи си — подпочвенный слой, подпочва
тăпра картти — с.-х. почвенная карта
тăпра тытăмĕ — структура почвы
тăпрари нӳрĕке тытса хăвар — задержать почвенную влагу
Типĕ тăпра урана çыпăçмасть. — посл. Сухая земля к ногам не пристает (т. е. к честному человеку клевета не пристанет).
Хуньăшĕпе кĕрӳшĕ— пĕр тăпра. — погов. Тесть с зятем заодно (букв. тесть и зять — одна почва).
Хут арчара хура тăпра. (Чей). — загадка В бумажном сундучке хранится чернозем. (Чай).
2.
могильный холм, холмик
масар тăпри — могила, могильный холм, холмик на могиле
асаттесен тăпри — могилы предков
тăпри çăмăл пултăр! — пусть земля ему будет пухом!
тăпри çине вĕлтрен пустăр! — бран. пусть могила его зарастет крапивой!
3.
руда
тимĕр тăпри — железная руда
пăхăр тăпри — медная руда

арлан тăпри — подпочва, слой почвы ниже гумуса

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

туфрак

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«земля», «почва», «грунт»; «прах»; Зол. бл., уйг., тур., туркм. топрак, Рабг. топраг, АФТ, ойр. тобрак, чаг. тофрағ, узб. тупрок, кирг. топурок, казах., к. калп., ног. топырак, чаг. тофраг, тат. туфрак, башк. тупрак, азерб. торпаг, тув. довурак, хак. тоб(ы)рах «почва», «земля», «прах»; ср. монг. товрог, бур.-монг. топрак «прах», «пыль».

Çавăн пекех пăхăр:

тăппăр тăппах тăппи тăппи-таппи « тăпра » тăпра муклашки тăпра пĕрчи тăпра сăвăсĕ тăпралан тăпраллă

тăпра
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150