1.
стоять, находиться в вертикальном, стоячем положении
вырăнта тăр — стоять на месте
стройра тăр — стоять в строю
тĕк тăр стоять — спокойно
ура çинче тăр — стоять на ногах
хире-хирĕç тăр — стоять лицом к лицу
хускалмасăр тăр — стоять неподвижно
черет тăр — стоять в очереди
çул çинче ан тăр — не стой на дороге!
2.
становиться куда-л., на что-л.
кĕтесе тăр — стать в угол, занять место в углу
строя тăр — занять (свое) место в строю, стать в строй
пукан çине тăр — стать на стул
эсĕ пирĕн хыçа тăр — ты стань за нами
3.
вставать, подниматься, принимать стоячее положение
ура çине тăр — прям. и перен. подняться, встать на ноги
пукан çинчен тăр — встать со стула
тăрса кай — встать и уйтй
тăрса лар — 1) сесть (из лежачего положения) 2) приподняться (полулежа)
4.
вставать, просыпаться
кăвак çутлах тăр — вставать с рассветом
сиваша тăр — встать, проснуться
ир тăрсан — после подъема (утреннего)
Выçсан выртать, тăрантсан тăрать. (Михĕ). — загадка Проголодается — ляжет, накормишь — встанет. (Мешок).
5.
останавливаться
лашасем тăп тăчĕç — лошади остановились как вкопанные
манăн сехет тăнă — у меня остановились часы
ан кай, тăр-ха! — подожди, остановись!
6.
держаться, стоять, покоиться на чем-л.
çурт çирĕп никĕс çинче тăрать — дом покоится на прочном фундаменте
7.
пребывать, стоять, находиться, располагаться
вăрманта тăр — расположиться в лесу
оборонăра тăр — стоять в обороне
резервра тăр — находиться в резерве
пирĕн япаласем кунта тăччăр — пусть наши вещи будут здесь
хĕлле выльăх ăшă витере тăрать — скот зимой содержится в теплых хлевах
8.
задерживаться, засиживаться
калаçма чарăнса тăр — остановиться поговорить с кем-л.
нумай ан тăр! — не задерживайся долго
9.
делать остановку, стоянку
стоять (на станции, на пристани — о поездах, судах и т. п.)
10.
держаться, удерживаться, стоять
çул такăр тăрать — дорога находится в хорошем состоянии
çанталăк чылайччен уяр тăчĕ — долго держалась сухая погода
11.
сохраняться, удерживаться, быть устойчивым
çав ĕç хальчченех асра тăрать — это событие до сих пор сохранилось в памяти
маиăн укçа тăмасть — деньги у меня не держатся
12.
состоять из кого-чего-л.
диалектсем уйрăм калаçу çинчен тăраççĕ — диалекты состоят из отдельных говоров
13.
служить, работать
хĕсметре тăр — служить, находиться на службе
чикĕре тăр — служить на границе, служить пограничником
хурал тăр — сторожить, быть сторожем
14.
состоять в чем-л.
быть членом чего-л.
профсоюзра тăр — состоять в профсоюзе
15. перен.
отстаивать, защищать кого-что-л.
стоять за кого-что-л.
вăл хăйшĕн хăй тăраймасть — он не может постоять за себя
эпир çирĕп тăнăсшăн тăратпăр — мы стоим за прочный мир
16. перен.
подниматься, восставать
кĕрешĕве тăр — подняться на борьбу
тăшмана хирĕç кар тăр — дружно подняться против врага
17.
стоить
пальто утмăл тенкĕ тăрать — пальто стоит шестьдесят рублей
Ват çын тăват çынна тăрать. — погов. Старый четверых стоит (соотв. Старый да бывалый четверых стоит).
Шанчăклă çип сăнчăр тĕшне тăрать. — посл. Надежная нитка и цепь заменит.
18.
в сочет. с инфинитивом глагола на -ма
намереваться, собираться
çурт лартма тăр — собираться построить дом
вăл темĕн калама тăчĕ — он хотел было сказать что-то
19.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершения движения или продолжительности действия:
анса тăр — спуститься
каласах тăр — постоянно напоминать
калаçса тăр — стоять и разговаривать, быть занятым беседой
кĕрсе тăр — войти
мăкăрăлса тăр — выступать, выпячиваться
палăрса тăр — отличаться чем-л.
пырса тăр — подойти
пырсах тăр — частенько навещать
çакăнса тăр — висеть, находиться в висячем положении
тытăнса тăр — держаться на чем-л.
хăпарса тăр — забраться, залезть куда-л.
чарса тăр — удерживать
◊
çине тăр — настаивать, быть настойчивым
çине тăрса ыйт — настойчиво требовать
ниме тăман япала — нестоящая вещь, ерунда
II.
частица
усил.
совершенно, очень, совсем
тăр пĕччен — совершенно один, один-одинешенек
тăр çаврака — совершенно, абсолютно круглый
çул тăр пылчăк — дорога очень грязная
◊
тăр кăнтăрла — средь бела дня
тăр çулла — в самый разгар лета
тăр ухмах — круглый дурак
III.
1. подр. —
о дрожи
тăр-тăр усил. от тăр III. 1.
ача тăр-тăр чĕтрет — мальчика бьет сильная дрожь
2.
подражание дребезжащим, дрожащим звукам
тăрр — усил. от тăр III. 2.
чӳрече кĕленчи тăрр! тăвать — оконное стекло дребезжит
◊
тăр-тăр чĕппи тыт — мерзнуть, зябнуть
IV.
возглас, которым гонят овец
(ты̆р, тŏр, ты̆рр), подр. дрожанию. Шибач. Тăр-тăр-тăр! чĕтрет. КС. Мăнтăр çыннăн ӳчĕсем тăр-тăр чĕтренсе çӳреççĕ. Якейк. Йăванăн ана-шăнни тăр-тăр чĕтрет (трясется, напр, от жира). N. Вăл упана курнă та, йывăç тăррине улăхса кайнă. Хăй тăр-тăр-тăр чĕтĕрет. Он увидал медведя и залез на дерево. А сам от страха трясется. ЧС. Эпир ăна курсан, пурте тăр-тăр-тăр чĕтĕресе кайрăмăр. Ашшĕ-амăшне. Аллисем унăн тăр-тăр-тăр чĕтресе тăнă. ЧС. Пӳрт тăр-тăр-тăр кисренсе кайрĕ. Изба вся затряслась. Мăн-Шетмĕ. Тăр-тăр-тăр, сильное сотрясение полотна палатки. ЧП. Ула юпа тăр-тăр кисренчĕ. КС. Вăл кĕпер тăр-тăр-тăр чĕтресех тăрать. ЧП. Ылттăн ула юпа тăр чĕтĕрет. Кан. Çуртсем, йăвăçсем тăр-тăр-тăр! туса чĕтренсе илеççĕ. Сред. Юм. Арман çоначчи вăйлă çилте: панчен тăрр-тăрр туса илтĕнет, аякран хашкать. || Подр. резонансу в корпусе скрипки, когда возьмешь ее в руки и заденешь смычком. Кушакпа автан 11. Тăр-тăр-тăр купăсăм! Янра, ылттăн хĕлĕхĕм. Ib. Тăр-тăр тăр купăсăм, ылттăнланă хĕлĕ-хĕм, янра юлтăр сан сассу. Ib. 10. Тăр-тăр-тăр, вăй-вăй-вăй, манăн ылттăн хĕлĕхĕм. || Подр. звуку барабана. Шел. II. 24. Пионерсем тăр-тăр-тăр! параппансем çапаççĕ. || Подр. шуму трамваев. Шел. II. Трамвайсем тăр-тăр-тăр! тăрăлтатса чупĕçĕ. Зашумят трамваи. || Подр. шуму волн. Ир. Сывл. 21. Тăр-тăр-тăр-р-р! кĕрлет. Утăм. Татах тен-тен-тен-тен! Тăр-тăр-тăр-тăр! || Б. Олг. Омла эпĕ ут сартăм ампар çинелле, тăр-тăр-тăр (дŏр-дŏр-дŏр)! каллях коссанчĕ (= кусса анчĕ), çĕр вĕртӧп! терĕ. Ib. Çимелли пăрçа, сапсассăн, çĕре косса каять тăр-тăр-тăр! çталла кирлĕ, онталла. || К. Олг. Хоттăр çăмхаланă чох кăшкар çине тăр-тăр, тет. || Подр. прямизне. Бижб. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн, тăваткăл пĕр тăваткăл тăр çурнă.
слово, которым гонят скотину. Шурăм-п. Патаккисене çĕклесе: тăр! тăрI тесе хăвалаççĕ (скот).
усилит. частица для образов. превосходной степ.; совершенно. N. Тăр хытса.
то же, что тăрă, вершина, верх. Ачач 57. Хĕвел вăрман тарне пысăк хĕрлĕ çăмха пек кусса тухрĕ. Ib. 4. Ылтăн куçлă хĕвелĕ, вăрман тăрнелле чылай хăпарса çитсен, тăрук вăрман ăшне пăхса илет. Абыз. Апат çиет, тет те, кăмака тăрне хăпарса выртать, тет. Поест, да на печку.
(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.
торырга
[tor]
stari (staru), ekstari (ekstaru)
вырăнта тăр — strari sur sia loko
черет тăр — vicumi, stari en vico
ура çинче тăр — piedstari
кĕтсе тăр — atendadi
тытăнса тăр — sindeteni (ĉe voĉdonado)
тăрат — veki, starigi
тăраткăç - vekhorloĝo, vekilo
1. «стоять»; 2. «вставать», «подниматься»; 3. «стоить»; уйг., узб., кирг., казах., ног., хак. тур, башк., тат. тор,. азерб., тур. дур то же.
Çавăн пекех пăхăр:
тăпса тăпсакай тăпсаллă тăптăм « тăр » тăр-çĕтĕк тăр-çула тăр-çулахи тăр-кăвак тăр-кăнтăрла