I. ист.
турун — средневековый феодал, князь в Поволжье (у чувашей)
II. глаг.
1.
вонзаться, втыкаться
врезаться
пуçпа юр ăшне тăрăн — уткнуться головой в снег
кĕнеке çине тăрăн — перен. уткнуться в книгу, погрузиться в чтение
ухă йĕппи мишень варрине тăрăннă — стрела вонзилась в центр мишени
хăмăл тăрăнать — стерня колется, колет ноги
кимĕ çыранти хăйăр çине пырса тăрăнчĕ — лодка врезалась в прибрежный песок
тăрăнса лар — воткнуться, вонзиться
2.
упираться во что-л.
выходить куда-л.
çул шурлăха тăрăнать — дорога упирается в болото
3.
на скакивать, налетать
тунката çине тăрăн — наскочить на пень, споткнуться о пень
пырса тăрăн — налететь, удариться с ходу
машина юпа çине пырса тăрăннă — автомобиль налетел на столб
4. перен.
набрасываться, накидываться, налетать, нападать
ун çине ахалех тăрăнаççĕ — на него зря нападают
◊
тăрăнса ан — свалиться, повалиться
ывăннипе тăрăнса ан — валиться (с ног) от усталости
III.
подражание дребезжанию
тăрăнн! — усил. от тăрăн III.
кантăк тăрăнн! туса илчĕ — оконные стекла сильно задребезжали
тăрăн-тăрăн —
1) подражание повторяющемуся дребезжанию
2) подр. — о тяжелой и твердой походке
тăрăн-тăрăн утса пыр — идти тяжелой и твердой походкой
назв. птицы, журавль? ЧП. Сар тăрăн чĕппи.
назв. ряда селений. Янших Б. Тăрăн — с. Туруново (в 4 км. от д. Яншиховой). Вăл яла та Тăрăн ятлă ялтан куçса ларнă, теççĕ. Шибач. Чиркĕллĕ Тăрăн, Вăрманкас-Тăрăн, Ытмар-Тăрăн, Йĕнешкасси-Тăрăн, Липетер-Тăрăн, Сăранкасси-Тăрăн. Чураль-к. † Эпир хамăр Хапăссем, анат енчи чăвашсем, шур уралă ачасем, Тăрăна туя килтĕмĕр (приехали на свадьбу, в Туруново на свадьбу). Ib. Тăр-тăр, тăр Верок, Тăрăн каччи килет, тет, тăхăр вĕçлĕ пушăпа. Ачи мĕн пек? — Катка пек.— Учĕ мĕн пек? — Урхамах. Ib. Тăрăн тăрăхсен юррисем, песни окрестностей с. Турунова.
(ты̆ры̆н), подр. звонкому звучанию струны или отпираемого замка; подр. дребезжанию оконного стекла; подр. нечистому звону надтреснутого колокола; подр. дребезжанию тоненькой железной пластинки или лучинки, воткнутой одним концом в щель и издающей звуки при задевании ее пальцем. Б. Олг. Çорăк чанăн сасси тăрăн-тăрăн! тет, таса янтрамаст. Ib. Вольă çилпе тĕкĕр: тăрăн-тăрăн-тăрăн, терĕ. Ib. Кĕслен хĕлĕхĕ янтрат порняпа тортсан, тăрăн тет. Ib. Пысăк арча оçнă чох янтраса каят шанкра пак тăрăн (чăнн, тăнн)! тесе. || Б. Олг. Орапапа кайнă чох: тăрăн-тăрăн-тăрăн-тăрăн чĕтретет аплах.
(ты̆ры̆), натыкаться, втыкаться, вонзаться. Скотолеч. 21. Шĕвĕр япала тăрăнса пулнă суран. Тайба Б. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ. Орау. Нӳхрепе ансан (кĕрсен), тарçи ун пуçĕ çине четвĕрт кĕленчи ӳкернĕ те, кĕленчи катăкĕсем çавăнтах куçне тăрăнă-тăрăна ларнă. Когда он слез в погреб, работник уронил ему на голову четверть, и осколки стекла вонзились ему в голову. Истор. Вăл çĕçĕ çине тăрăнса вилнĕ. Турх. Аскăн тĕттĕм ăсупа таса ӳт çине тăрăнтăн. Изамб. Т. Ачасем выляма кайсан, пăшалпа тăрăнса вилнĕ (наткнулась на ружье). Султангул. † Ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, кĕрсе ăсăм çитмерĕ, çичĕ ют куçне тăрăнтăм. Урмаево. † Вăрман виттĕр тухрăмăр, штрашник куçне тăрнтăмăр; çирĕм çула çитрĕмĕр, улпут куçне тăрнтăмăр. (Солд. п.). N. Кăшăлийĕн йĕпписем пурте унăн пуçне тăрăна-тăрăна ларнă. Якейк. Кайса тăрăнчĕ; кайса тăрăнтăр (= осал вырăна кайтăр; салтака, качча кайнă чох калаççĕ). ЧП. Чӳрече витĕр ухă утрăм, хура-курак куçне тăрăнчĕ. Чув. пр. о пог. 268. Хура шăна куçа тăрăнсан, çăмăр пулать. Если черные мухи лезут в глаза и надоедают — к дождю. Янтик. † Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, куçăма тăшман тăрăнчĕ. Турх. Мĕскĕн поэт аякне пăшал етри тăрăннă. N. Чунăма çылах тăрăнса ларнипе хуйха ӳкрĕм. N. Тăрн тăрмичак, Хусан кулачи парамчак, тăрăнса лар. || Спотыкаться, запинаться. N. Куç курманнипе каç-каç тăрăна-тăрăна кайса çӳрерĕм. N. Тăрăнса кайсан, çын тăратмасан, тăримаçть. || Пошатываться? КАЯ. Унталла та кунталла тăрăнса каят. || Набрасываться. Кан. Паваркасси çывăхĕнчи вăрмана питĕ касаççĕ, йĕри-таврари ялсем пурте унта тăрăнаççĕ. N. Тăлăх çын çине тăрăнатăр эсир (набрасываетесь). N. Тискеррĕн кăшкăрашса ун патне тăрăннă. Альш. Ытла çыннăнне. тăрăнакан япала вăл (любит пользоваться чужим). Ib. Эрехе тăрăнчĕ. Стал пьянствовать. || Лезть (на должность), стремиться получить ее. || Бодать. Завражн. Аякран сиксе, пыра-пыра тăрăннă (козлы бодались). || Бросаться (в глаза). Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тилĕ юртать, ялти йыттăн куçне тăрăнса. || В перен. знач. Кан. Çавăн çине хăш чухне витĕртерех тăрăнмалла сăмахсем те ленкеççĕ.
, тăрăм — название целого ряда (свыше десяти) селений в Чувашской республике: Чиркĕллĕ Тăрăн (с. Туруново), Вăрманкас Тăрăн, Ытмар Тăрăн и т. д. Волжско-булгарское слово т(у)рун в русских, летописях под 1230 г. передается во множ. ч. в форме турунове. У древних тюрков, авар и хазар оно засвидетельствовано в форме тудун (А. А. Шахматов. Заметки о языке волжских болгар. Сборник Музея антропологии и этнографии при Российск. Ак. Наук, том V, вып. I, 1918, стр. 395—397; А. Н. Самойлович. Турун — тудун (еще пример турко-болгарского ротацизма). Там же, стр. 398—400; Munkàcsi. см. Ethnographia. XIV. Budapest, 1903, 72—73).
Çавăн пекех пăхăр:
тăрăлтаттар тăрăлти Тăрăм Тăрăм тĕлĕнчи Тимеш « тăрăн » тăрăн йăвăççи тăрăн йывăççи тăрăн-тăрăн тăрăн-тăрăч-чарăн тăрăнлат