(ты̆ры̆шшэ̆), длина. N. Шăтăксем тăрăшшĕ виç шит пулчĕç. N. Çак хуçанăн çурчĕ тăрăшшĕ сакăрвун хăлаç, урлăшĕ утмăл хăлаç. (Такмак). БАБ. Сĕтелне тăрăшшĕпех шур тутăр (скатерть) сарса пăрахнă. N. Кунтă ăшĕнчен хăйăр çул тăрăшшĕпе юхса пынă. N. Ашшĕпе икĕшĕ карта тыта пуçларĕç. Вĕсем вунпилĕк хăлаç тăрăшшĕне тытса хучĕç. || В течение. N. Ĕмĕрĕм тăрăшшĕне пĕлесчĕ манăн, терĕм. N. Хам ĕмĕрĕм тăрăшшĕне çитет, тесе ан кала. || Окрестность. Изамб. Т. Ах турă! Пирĕн кин пекки çак Пăла тăрăшшĕнче тата пур-ши? || Употребл. в качестве послелога. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăрăшшĕнчен. N. Хăвалама каякансем вĕсене çул тăрăшшĕпе шыраса çӳренĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
тăрăшуллă тăрăшуллăн тăрăшусăрлăх тăрăшшăн « тăрăшшĕ » тăрăшшĕн тăрăшши тăра тăра пар тăра тавра