1.
длина, долгота
протяженность
кун тăршшĕ — долгота дня
хăма тăршшĕ — длина доски
2.
длиною в...
протяженностью в...
пилĕк метр тăршшĕ вĕрен — веревка длиною в пять метров
3.
долина, бассейн (реки)
Сăр шывĕ тăршшĕнче — в бассейне реки Суры
◊
ĕмĕр тăршшĕнче — на своем веку, на протяжении всей своей жизни
(ты̆ршшэ̆), длина; высота. N. Ырашсем тăршшĕсем пор, анчах сайра. Орау. Тăршшĕ манн та санни пекех. Ib. Ман пысăкăш санни пекех те, тăршшĕ вăрăмрах. Скотолеч. 21. Лаша уксахла пуçласан, унăн урине тăршшĕпе тыткаласа пăхас пулать: лаша хăш тĕлте ыратнине систермест-и. N. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ чăсăлать. Альш. † Çӳл ту çинчи çӳл сарай сарнă тӳшек тăршшĕнче. Ib. † Урама шурă сыртăм та, кайрăм урам тăршшĕне. Халапсем. Вăкăр тăршшĕне утас пулсан, çынна виç кунлăх утма çул пулат. || Растояние. N. Етĕрне çулĕн тăршшĕне пирĕн ялтак 75 çухрăм шутлаççĕ. || В качестве послелога: по. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăршшĕнчен. || В течение, в продолжение. Кан. Хĕл тăршшĕнче çĕрулмине вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçе хут суйламалла. N. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне кана пĕлмесĕрех ĕçлемелле-и вара? N. Хам ĕмĕрĕм тăршшĕне çуклăхпах ирттертĕм; хам ĕмĕрĕм тăршшĕнче нумай нуша куртăм. ПВЧ 82. Мана анне çоратнă, тăршшĕпех хуйăх курмашкăн (всю жизнь). || Основа. Яргуньк., Чертаг.
[torŝŝe]
longo
кун тăршшĕ — taglongo
ĕмĕр тăршшĕнче — dum la tuta vivo
Атăл тăршшĕпех — laŭ tuta Volgo
çул тăршшĕпе — laŭ la tuta vojo
Çавăн пекех пăхăр:
тăршĕ тăрша тăршук тăршшă « тăршшĕ » тăршшĕ-тăршшĕпе тăршшĕн тăршшĕпе тăршши тăршшина