1.
частый
постоянный, систематический, регулярный
часто
постоянно, систематически, регулярно
все время
пĕр тăтăш — то и дело
тăтăшах аса илтер — постоянно напоминать
чирлĕ çынна тăтăшах эмел парса тăр — регулярно давать лекарство больному
2.
непрерывно, беспрерывно, безостановочно
тăтăшах çумăр çăвать — беспрерывно идут дожди
вăл кунта вуникĕ çул тăтăш ĕçлет — он работает здесь двенадцать лет беспрерывно
тăтăш ĕçлени — непрерывный стаж
3.
сплошной
сплошь
тăтăш çумăр — обложной дождь
тăтăш карта тыт — сплошь загородить забором
(тŏдŏш), часто, постоянно, все время, нередко Сĕт-к. Пирн пата вăл тăтăш (тăтăшах) çӳрет. ЧП. Тăтăш килет (час-час). Сред. Юм. Тăтăш пĕр япала çинче çиç епле чакаланса ларас килет поль. Юрк. Пĕр тăтăш, всегда. Кан. Килтисене ан ман вара, ачам; тăтăшах çыркала. Артюшк. Вăл пирĕн пата тăтăшах килет. ПВЧ. 105. Ай-хай, пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм! тăтăш килет, тесе ан калăр. N. Этем мĕн курасси, мĕн пуласси çинчен тăтăшах шухăшласа тăрать. N. Ун чухне тăтăшах çынсем пуçтарăнаççĕ. N. Сана çыру яма май пулсан, тăтăшрах яр. N. Çавра-çил тăтăшах (яланах, час-часах) тухсан, çăмăр пулать. Истор. Чи аслă кĕлетки Перун ятлă пулнă, çав кĕлеткене вĕсем тăтăшах парне панă. Ib. Тата вăл енче тăтăшах ют халăхсем пыра-пыра аптăратнă. О земл. Кĕркунне çанталăк куллен сивĕрен сивве каять, тăтăшах çăмăр çăвать. N. Тăтăш-тăтăш юхаççĕ. Календ. Пĕр анана тăват-пилĕк çул тăтăшах пĕр тĕслĕ тырă акса тăрсан çĕр ывăнать. || Сплошь. Изамб. Т. Эпĕ ак кунта тăтăшах хӳмме тытас, тет. || Сплошной ряд. Альш. Чирку (не „ӳ“) кассипе пĕр тăтăш (под одно), тата çӳлелле Арманкасси теççĕ. || Длина, протяжение. Альш. Вăта кассăн тăтăшĕ, тата тепĕр яла тăрăх урам урлă каçсассăн, Чăнлă тывĕ хĕррине тухать. || Сплошной. НИП. Тăтăш эрне, сплошная неделя. || Обложной дождь. К.-Кушки. Çăмăр тăтăша кайрĕ (об обложном дожде).
заволакиваться. N. Çанталăк тăтăшса кайрĕ, тăтăша пуçларĕ. СПВВ. МА. Çанталăк тăтăшса анчах тăрат. Çăмăр çăвас пекех (тытăнса тăрат тенĕ пек). || Кама 2З. Чарăнатри эсир паян, е тăтăшсах çапăçатри?
«постоянно», «всё время», «систематически», «то и дело»; «сплошь»; тат. тоташ «постоянный», «беспрерывный», «сплошной», «слитый»; ПК тутаиш «постоянный», «вечный»; ойр., тув. тудуш «сплошной», «неразрывный», «слитный».
Çавăн пекех пăхăр:
тăтăрхаллă тăтăрхасăр тăтăх тăтăхлă « тăтăш » тăтăшăн тăтăшла тăтăшлан тăтăштар тăтăшшăн