1.
одевать
облачать разг. шутл.
ачана тăхăнтар — одеть ребенка
тăхăнтарса пăх — померить одежду на кого-л.
2.
надевать (обувь) на кого-л.
ача урине тăхăнтар — обуть малыша
3.
обмундировывать
обеспечивать одеждой и обувью
одевать и обувать
салтаксене тăхăнтар — обмундировать солдат
пĕтĕм çемьене тăхăнтар — одеть и обуть всю семью
4.
надевать
минтер çитти тăхăнтар — надеть наволочку на подушку
лашана хăмăт тăхăнтар — надеть на лошадь хомут
5.
насаживать
накидывать
йăлă тăхăнтар — накинуть петлю
6. перен. разг.
околпачивать, объегоривать, обманывать
◊
хăлха чикки тăхăнтар — съездить по уху; дать затрещину
хăлха чиккинчен тăхăнтар — съездить по уху; дать затрещину
одевать, надевать (на кого-нибудь, что). || Обувать. N. Атте контине пĕлтереп: каярах орана тăхăнтараççĕ эпир килте туваканине, шокăшлаççĕ анраса çитет тесе. || Вдевать. Янтик. Чăпăркканăн аврин варрине шăтараççĕ те, çав шăтăка çинçе кантра тăхăнтараççĕ, çавна ал чикмен, теççĕ. || Унизывать. || Насадить. Альш. Юпасем лартса, икĕ юпаран хулăн патак шăтарса тăхăнтарса... (Çĕнĕ вут кăларни). Изамб. Т. Ул шăлсем çине тупан пуçне пĕрер йывăç тăхăнтараççĕ (о санях). Орау. Алăри çĕрре кăларса патак çине тăхăнтартăм. Ib. Урапа кустармине тĕнĕлтен кăлартăм та тимĕрçе патак çине тăхăнтарса туртса (кустарса) карăм. || Бить, ударить. Юрк. Унччен те пулмаст, хай пул арăмĕ балык вырăнне уринчен сăран пушмакне хывса йăтса кĕрет те: акă сана балык, тесе хай пупа, ӳсĕрскере, пуçран тăхăнтара пуçлат. Орау. Пуçран тăхăнтарать те тăхăнтарать. Ib. Ку тата ĕнсерен тăхăнтарма тытăнчĕ. Хурамал. Çавăнпа вăл салтака палланă та алăкран кĕнĕ майпа салтака çиленсе чăмăрпа тăхăнтарса ячĕ, тет.
Çавăн пекех пăхăр:
тăхăмлан тăхăн тăхăнаççи тăхăнкала « тăхăнтар » тăхăнтарт тăхăнтарттар тăхăнчăк тăхăр Тăхăр çăл