I.
лемех
сошник
суха тĕренĕ — сошник сохи
акапуç тĕренĕсене антар — спустить лемеха плуга
тĕрен тивмен çĕр — земля, не тронутая лемехом, целина
II. диал.
медлительный, неповоротливый
ленивый
медлительно, неповоротливо
лениво
тĕрен лаша — нерезвый конь
III.
1.
опираться
патак çине тĕрен — опереться на палку
тĕренсе тăр — стоять, опершись на что-л.
чавсапа тĕрен — облокотиться
2.
упираться
урапа педаль çине тĕрен — упереться ногами в педали
3.
облокачиваться, прислоняться
притулиться разг.
хӳме çумне тĕрен — прислониться к стене
опираться. Н. Карм. Ст. Чек. Тĕреннĕ, тăрать тĕренсе (таяннă, не работает).
лемех плуга. || Кусок земли, угол, оставшийся после дележа.
никудышный. Ст. Чек. Арăмĕ те çав лăй-лай начар, тĕрен, кĕтӳ хуса тухнă та, аран урине сĕтĕрсе пырат. Козловск. р. Тĕрен лаша пулчĕ.
(тэ̆рэн’, т’рэн’; Нюш-к., Череп. трэн’, extrita littera), vomer aratri, лемех сабана. Имен. Тĕрен икĕ тĕрлĕ пулат: пĕр хăлхалă, икĕ хăлхалă; пĕр хăлхали лашсене (i. q. лашасене) çăмăл; ăна иккĕпе, виççĕпе çăмăл çӳретеççĕ; иккĕлине ултă лаша е пиллĕк кирлĕ. Лемех бывает двух родов: однопёрый и двупёрый; с одноперым лемехом легче лошадям — с ним можно легко пахать и на двух и на трех, а для двуперого надо лошадей пять или шесть.
«лемех плуга»; тат., башк. тӧрән «лемех сабана»; ног. туьрен «лемех»; кум. туран «железный плуг».
Çавăн пекех пăхăр:
тĕрексĕрлет тĕреле тĕрелен тĕремет « тĕрен » тĕренкеле тĕренлĕ тĕренле ана тĕренме тĕренме тăрри