(тавы̆сjа), тавăсье (тавы̆сjэ), тавăссе (тавы̆ссэ), тавăсси (тавы̆сси), тавăссие (тавы̆ссиjэ), то же, что тав сие благодарность за угощение. Йӳç. такăнт. 22. Улюн. Тавăся, атте! Сана атте ыран пыма питĕ чĕнчĕ.. ТММ. Тавăсье! — Лап çĕре! Янтик. Тавăссе ĕçсе çинисене! Эпир пăрмаях (= пĕрмаях) килетпĕр-çке, хăвăр пĕрре те пымастăр! (Это гов. гость хозяину, когда хозяин поднесет ему первый стакан). Етрух. Тавăссе тăвара-çăкăра (т. е. çăкăра-тăвара), тавăссе сăрасене! теççĕ. Сред. Юм. Сăра ĕçсе тавăрннă чôхне, кама кôрнă, çавна пôрне те, шапка илсе: тавăсси! тесе, иртсе каяççĕ. КАХ. Кунăн-çĕрĕн выльăхĕ-чĕрĕлĕхĕпе санăн уру айĕнче çӳретпĕр, санăн таврашра ĕçлетпĕр, сан патран ĕçке-çике каятпăр. Сана, кайнă чух, кучченеç паман пулĕ, тавăрăннă чухне тавăсси туман пулĕ — ан çиллен, каçарсам. (Из письма). Изамб. Т. Тавăссие = тавссе.
Çавăн пекех пăхăр:
тавăрса кала тавăрса калаç тавăрттар тавăру « тавăся » Тавăт Тавăт Ваççи сăрчĕ Тавăшне тавçăр тавçăрттар