1.
клониться, наклоняться, нагибаться, сгибаться, склоняться
йывăçсем çилле тайăлаççĕ — деревья гнутся от ветра
кивелсе тайăлнă пӳрт — покосившийся от ветхости домик
кимĕ сулахай еннелле тайăлчĕ — лодка накренилась влево
2.
прислоняться, опираться
хӳме çумне тайăл — прислониться к стене
пукан хыçне тайăл — опереться о спинку стула
ман çине тайăл! — обопрись на меня!
3.
качаться, раскачиваться
енчен-енне тайăл — качаться из стороны в сторону; переваливаться с боку на бок
тайăлса кай — 1) сильно накрениться 2) покачнуться, пошатнуться
4.
подкашиваться
ура тайăличчен утрăмăр — мы шли до тех пор, пока ноги не подкосились
5.
кланяться, преклонять голову
пилĕкрен тайăл — кланяться в пояс
çĕре çити тайăл — отвесить земной поклон
6.
затворяться, притворяться, закрываться, прикрываться (напр. о дверях, окнах)
7.
клониться, идти
вăхăт каçалла тайăлчĕ — вечереет, день клонится к вечеру
çанталăк çуркунне еннелле тайăлать — время идет к весне
8. физ.
преломляться
çутă пайăркисем тайăлни — преломление световых лучей
9. перен.
отклоняться, отвлекăться
темăран тайăл — отклониться от темы
10.
убывать, сокращаться, уменьшаться
кун тайăлать — день убывает
унăн ĕмĕрĕ тайăлнă — ему недолго осталось жить (букв. век его сократился)
◊
ăсран тайăл — выжить из ума
вăйран тайăл — лишиться сил, обессилеть
вăл сывлăхран тайăлнă — здоровье у него пошатнулось
куçран тайăл — потерять остроту зрения
(-ы̆л), наклоняться, нагибаться, склоняться. Бгтр. Уйри çĕмелсем мал еннеле тайăлсан, килес çулĕнче тырă лайăх пулать, теççĕ. Чураль-к. Тайăла-тайăла ан макăр, тайăлса ӳкĕн, Потаçăм! См. потаçăм. N. † Самарăн сарă шыв юхать, сарă хумăш çинчен сарăлса, сарă хумăшсем юлать тайăлса. КС. Тайăлса, тайăлса пычĕ те, тӳп! кайса ӳккĕр. Все наклонялся, наклонялся (идущий), да как бухнется! Ib. Тайăличченрех хурса пар-ха. Положи на весы, чтобы перетянуло. Н. Карм. Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунçăм, ырлăх енне пуçăм тайăлчĕ (склонилась голова). || Подкоситься. В. Тим. † Эпĕ çак килсене килсен, тухаймарăм урам тайăлаччен (не ушел раньше того, как у меня подкосились ноги, т. е. от хмеля). Альш. † Тайăлмастпăр, тайпăлмастпăр, çичĕ юта парăнмастпăр. Ск. и пред. чув. 26. Туй халăхĕ тайăлать, ӳсĕр халăх çывăрать. || Кланяться нагибаясь. КАХ. Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар ĕнтĕ, тет те: çырлах, тесе, таялать. (Молитва из „Валĕм-хуçа“ в „тайăн-сăра“). К.-Кушки. Пирвай. Валлене кĕл-тунă: пĕр халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. Пазух. Тăван, лар вырăнна, тыт куркăна, тайла тăрар эпир умăрта. N. Виçĕ хут вуласа, виçĕ хут сăхсăхса тайăл. Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана. (Ӳчӳк кĕлли). Буин. † Ваттисем пуррине пĕлнĕ пусан, çĕлĕкĕме илсе тайлас мĕн. N. Тайăлса пуççапсан. || Прислоняться, опираться. Тим. † Пĕчĕкçĕ лашу, турă лашу, турти çинче ӳсрĕ тайăлса; ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, çын çинче ӳсет-çке вăтанса. || Клониться. N. Пĕрре, кăнтăрла сулăнса, хĕвел каç енелле тайăлнă вăхăтра. || Убавиться по жалейку. КС. Сăра пăккинчен тайăлнă. N. † Сорковой пички тайăлмасăр, эпир киле каяс çок. || Пройти (о годах). N. Нумай çамрăк çулăмсем тайăлчĕç. || Лишаться (силы). Сред. Юм. Ватлап пôлас, вăйран тайла пуçларăм (лишаюсь сил). ЧП. Тайăл (ураран). Ала 55. Ватă, курпун, куçран тайăлнă (слабая глазами) карчăк пырса тăчĕ кĕлет алăк патне. N. Ватла-киле пĕр оптен куçĕ вăйран тайăлнă (слаба глазами стала). N. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та, ан шыра, тӳс. N. Пит шухăшласан, çын ăсран тайăлать, ухмаха ерекенсем те пулаççĕ.
часть телеги. Янш.-Норв. Урапа тайăлĕ хуçăлнă. (Сообщ. Н. Р. Романов).
Çавăн пекех пăхăр:
тай хуран тай шакки тайă тайăк « тайăл » тайăла тайăла тăран тайăлкала тайăлтар тайăлтаркала