1.
понуд. от тыт
тупа тыттар — привести к присяге
Лаша вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. — посл. Лошадь вырвется из рук — даст себя изловить, слово вырвется из уст — не даст себя поймать. (соотв. Слово — не воробей, вылетит — не поймаешь).
2.
вручать
хутаç тыттар — вручить пакет
укçа тыттар — 1) вручить, дать деньги 2) подсунуть взятку (деньгами)
3.
преподносить
чечек çыххи тыттар — преподнести букет
4. разг.
надувать, обманывать
куçăнах тыттар — обманывать нагло, открыто
чике тăршшĕ тыттар — обвести вокруг пальца, надуть
5. разг.
дать, стукнуть, сильно ударить
ĕнсе чикки тыттар — дать по затылку, влепить затрещину
понуд. ф. от гл. тыт. Хир-б. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, вăйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ (заставляют держаться за столб). Регули 732. Эп она тыттарам (тытма калам). Ib. 697. Тыттаракан маррине кăтартрăм (тыттарманнине). Ib. 733. Вăл хăва тыттарчĕ (сам дался в руки), эсĕр çавăнта она тытрăр. || Давать в руки, вручать. Изамб. Т. Хам та илĕп, ан тыттар (не давай в руки, не угощай), нумай пулмас-ха çини (я недавно ел). N. Пушă черккине калле тыттарат. N. Чей таврашне тыттарман. В. С. Разум. КЧП. Мана, атте-анне куриччен, аллă тенкĕ алла тыттарчĕ. || Всучить (негодный товар и пр.). Юрк. Сана вара, улталаса, шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç пулĕ: шывĕ урайне юхса туха пуçларĕ-çке! тет. || Прикрепить при помощи крючка и пр. Чертаг. N. Çуйăн вăлти юпине çыран хĕррине тăрăнтарса лартаççĕ, унтан тата шывăн икĕ енчен вăл юпана кантăрасемпе тыттараççĕ. Изамб. Т. Çав шăлсенчен (за эти копылья) хурама (вязки) анса тупансене (полозья) тыттараççĕ. || Скреплять (чем). N. Урапана тимĕр тыттарнă. N. Чӳречисем пĕчĕк, маччине тыттарман (не сплочены). || Пришить. ЧП. Хура шĕлепке хĕррине хура пархат тыттартăм. || Обивать. N. Арчана тимĕрпеле тыттарнă. || Отделывать (чем). Ачач 79. Кăвак йĕмĕсен çĕввисене хĕрлĕ йышши йĕрпеле тыттарнă. N. Çияла кĕмĕл тыттар. || Заставить (нанять и пр.) городить. N. Анкарти карти хамах тыттарчĕç. N. Эсĕр: анкарти тыттаратпăр, тенĕччĕ. || Огородить. Микушк. Çакă Микӳшкелĕн укăлчине тыттарар-и тăмра хĕлĕхпе? Кан. Сут пулакан çурта йĕри-тавра пралук картасемпе тыттарса пĕтернĕ. N. Сăрт хĕррине хӳме тыттарнă. || Дать взятку. N. Ĕçӳ тухтăр тесессĕн, ик-виç кĕмĕл тыттарас пулать. Çавăн пек пулнă ĕлĕк. || Обманывать. N. Тыттарать, обманывает. Кан. Вăл хуман пулсан та, сана: хунă, тесе, тыттарат. Пшкрт. Вăл мана тыттарчă (-чы̆; или: вăл мана чăсрă). || Щипать (о морозе). Якейк. Ай-ай, паян холхая тыттарать (холод, мороз заставляет хвататься за уши). || Точить. N. Пурта (çавана) кайса тыттарас-ха.
Çавăн пекех пăхăр:
тытса тăр тытса усра тытса хуп тытса юл « тыттар » тыттаркала тыттарса яр тытха тычина тычинка