1.
толочь, дробить, крошить
вир тӳ — толочь просо
тăвар тӳ — дробить соль
тӳсе хур — натолочь впрок
Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсать. (Лаша). — загадка Четверо толкут, один веет. (Лошадь: ноги и хвост).
2.
толочь, мять
сӳс тӳ — мять пеньку
тӳнĕ çĕрулми — мятый картофель
Сӳс тӳме кисĕп кирлĕ, калаçма хисеп кирлĕ. — погов. Чтоб толочь пеньку, нужен пест, а чтоб беседовать, нужно взаимное уважение.
3.
рубить, шинковать
купăста тӳ — рубить капусту
4. разг.
колотить
тузить, дубасить
ăна вирлĕ тӳсе хăварнă — его сильно отдубасили
◊
ташша тӳ — отплясывать
(тӳ), толочь, дробить. Курм. † Атти орпи шор орпа, тӳрĕм-тӳрĕм — тĕш полмарĕ, тата тӳрĕм — тĕш полчĕ. Тайба Б. † Вĕтĕ-вĕтĕ кĕрпене килле ярса тӳрĕмĕр, çакă ялăн ачисе алăк хыçĕнче тӳрĕмĕр. || Мять (лен, конопель). Якейк. Эпĕр саккăрăн сӳс тӳрĕмĕр. Ib. Виç конта сӳс тӳсе пĕтерĕп, теп те-хе. Ib. Йăшлăн сӳс тӳме лайăх-ăçке. Изамб. Т. Тылланă сӳсе тӳсе арлаççĕ. || Рубить (капусту). N. Купăстана тӳсе шетнĕксене тăварласа хучĕç. || Крошить. Шибач. Тӳнĕ тапак, крошонка. || Бить. Карамыш. Тӳ = хĕне. N. Вĕсем ăна тӳнĕ. ЧП. Хĕр чуне саваççĕ, арăм чуне тĕвеççĕ. Якейк. Тӳвеççĕ.
подр. дудению. Б. Олг. Ача пошă пичкешне анине тотине тĕкет вылянă чох: тӳ-ту-тӳ-тӳ! тесе парат. Ib. Проххот килет, тет, сасси илтĕнет, тет: тӳ-тӳ-тӳт, тӳ-тӳ-тӳ-тӳт! сасси илтĕнет, тет.
узел. См. тĕвĕ. Б. Олг. КС. Вил тӳ, чĕр тӳ. Качал. Сик кукук, сик кукук, симĕс курăк пĕр укçа, вуник чана вăй вылят, тăхăр тӳме тӳ тӳлет.
< диал. тĕв «толочь»; тат., башк. mӧй, уйг. тӳг, к. калп., казах., кумык. тӳй, ног. туьй, узб. туй «толочь»; азерб. дӧой, туркм., тур. дӧв «толочь», «молоть»; в азерб. и «молотить».
Çавăн пекех пăхăр:
туялаттар туян туянтар туят « тӳ » тӳвĕ тӳк тӳкĕç тӳкĕр тӳкĕрчен