1.
форма (тĕс, евĕр, тип)
ĕç формисем — формы труда
хуçалăх форми — форма хозяйства
энерги формисем — формы энергии
2.
форма (тулаш, кап)
машинăн форми хитре — у машины красивая форма
3.
форма (тĕслĕх, стандарт)
сведенисене форма тăрăх пар — дать сведения по форме
4.
форма (тумтир)
çар форми — военная форма
шкул тумтирĕ — школьная форма
5. филос.
форма
формăпа содержани пĕрлĕхĕ — единство формы и содержания
6. лит., лингв., иск.
форма
сăвă форми — форма стиха
сăмах формисем — формы слова
сущ.жен.
1. кап, капаш, сăн; предмет квадратной формы тăваткал япала
2. ĕлке, калăп, тĕслĕх, форма (çирĕплетсе пани); написать документ по форме ĕç хутне кирлĕ ĕлкепе çыр
3. тум, тумтир; военная форма çар тумĕ
4. форма (грамматикăра — сăмахăн улшăннă тĕсĕсенчен пĕри); падежные формы падеж формисем
1. форма, калăп, кап, кӳлепе, кĕлетке; земля имеет форму шара çĕр чăмăрĕ шар евĕрлĕ; 2. мĕнĕн те пулин тытăмĕ, структури; Советы явились новой революционной формой народного творчества Советсем халăх творчествин çĕнĕ революциллĕ форми пулса тăчĕç; 3. форма, пĕр тĕслĕ, пĕр евĕрлĕ касса çĕленĕ тумтир; 4. форма, тĕслĕх; заявление написано не по форме заявление форма тăрăх çырман; отрицательная форма грам. çуклă форма.
ж. 1. (вид, облик) кап, капаш, тулаш, евĕр; в форме бутылки кĕленче евĕрлĕ; в форме шара çаврака; в письменной форме çырса; в устной форме сăмах вĕççĕн, сăмахпа; пышные формы (о фигуре) самăркка кĕлетке; 2. (устройство, структура) тытăм, тĕс, пулăм; форма правления власть тытăмĕ; формы энергии энерги тĕсĕсем; 3. филос. форма; форма и содержание формăпа содержани; 4. (приспособление, шаблон) калăп, кăшкар, кăшăл; форма для шляп шлепке калăпĕ; форма для сыра чăкăт кăшăлĕ; 5. (образец) форма, йĕрке; форма протокола протокол йĕрки; 6. (одежда) тум; армейская форма çар тумĕ; 7. лингв. форма; формы слов сăмах формисем; ◇ быть в форме хатĕр пул, хатĕрленсе çит (ăмăртăва е пĕр-пĕр ĕçе).
Çавăн пекех пăхăр:
формă формăла формăлан формăллă « форма » формализм формализмлă формалин формалист формалистла