Шырав: хĕрĕх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

числ.

1.
при конкр. счете, в качестве опр.
сорок
сорока-

хĕрĕх витреллĕ пичке — сорокаведерная бочка
хĕрĕх минут иртрĕ — прошло сорок минут
Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). — загадка На одном столбе сорок снопов. (Репейник).
2.  
при абстр. счете, в качестве подл., дополн.
сорок

хĕрĕх те хĕрĕх сакăрвуннă пулать — сорок да сорок будет восемьдесят
вăл хĕрĕхрен иртнĕ ĕнтĕ — ему уже за сорок
атта хĕрĕхпе пачĕ — он уступил сапоги за сорок (рублей)

хĕрĕх кунхи — сорочины, сороковины (поминки на сороковой день после смерти)
хĕрĕх чĕрнеллĕ — беременная (букв. имеющая сорок ногтей)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сорок. Оп. ис. ч. II. Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). На столбе сорок снопов. (Репейник). Хурамал. Кăвак сăхмансенĕн хĕрĕх пĕрме, çирĕм пилĕк сумлăх йĕс тӳмме. У серого кафтана сорок сборок, на нем медных пуговиц на двадцать пять рублей. Такмак. Çак хăтапа тăхлачăн хĕрĕх (символ, число) кун тунă сăри пур, тет, хĕрĕх кăшăлла пичкине хывнă, тет. (Такмак). N. Хĕрĕх шăл витĕр тухсассăн, хĕрĕх яла сарăлать, теççĕ. (Послов.). Орау. Хĕрĕх шăл хушшинчен тухсан, хĕрĕх яла сарăлать. (Послов. о речах и слухах). N. Хĕрĕх хăвăçăн тăрри пĕр. Зап. ВНО. Хĕрĕх чăрăш пĕр турат. (Авăн йăвăççи). N. Пытаракансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çыв тухса кăшкăрать, тет: ан кайăр, эпĕ те пыратăп! тесе. В. Олг. Хĕрĕх иккĕ = хĕрĕх икĕ пус = 12 коп. Ib. Хĕрĕх пиллĕк = хĕрĕх пилĕк пус = 13 коп. Ib. Хĕрĕх тăххăр = хĕрĕх тăхăр пус = 14 коп. Шибач. Хĕрĕх пилĕк пус = 13 копеек. Я. Турх. Хĕрĕхелле пур вăл. Ему около сорока лет. ТХКА 82. Хĕрĕхелле çитсе пулин те, Санюкшăн кулянса çӳçсем кăвакара пуçларĕç. Нюш-к. Хĕрĕх çиччĕсенче пулĕ ĕнтĕ у; у хĕрĕх çиччĕре; у хĕрĕх çиччĕсенчен иртнĕ ĕнтĕ. Календ. 1904. Аслă типĕ, урăхла ăна хĕрĕх кун типпи теççĕ, мĕншĕн тесее вăл хĕрĕх кунччен пырать.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кырык

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[ĥereĥ]
kvardek
хĕрĕх çын — kvardek homoj
хĕрĕхĕн — kvardekope
улттă иртни хĕрĕх минут — estas la sesa kaj kvardek minutoj

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«сорок»; хак. хырых др. тюрк. (енис), кирг., к. калп., ног., тур., туркм. кырк, уйг., узб. кирк, казах., тат., башк. кырык, азерб. гырх, тув. дӧртен (ен < он) «сорок».

Çавăн пекех пăхăр:

хĕрĕнчи лаша хĕрĕп хĕрĕплеттер Хĕрĕслу « хĕрĕх » хĕрĕх пĕр хĕрĕх те пĕр хĕрĕх ура хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрĕхĕшĕ

хĕрĕх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150