время, пора. Пшкрт. Хорачка. См. хисеп. Якейк. Пĕр хĕсепех (все время) макăрать ман Йăван, тепле чарас. N. Тĕттĕм каçсенче пĕр хĕсепех ăшша (çунса) каякан ялсем çутатнă. Якейк. Хĕсеп çитмесĕр Атăл тапранмасгь. Т. VI. 12. Паянтан вата хĕл сивви хĕсепĕ каять, ун чухне те ăшăра пурăнма пар пире. Регули 1175. Çак хĕсепре кил; хĕсепсĕр çоратрĕ. Собр. Çынăн вилме хĕсеп çитсен, каçпала вилет, тет. Бес. чув. 9. Тата унăн чĕринче пĕр лайăх шухăш пулнă, ăна никам та пĕлмен; çав шухăш, Микулай хăй хĕсепĕпе, хăçан та пулсан вырăна килмелле пулнă. Сĕт-к. Хĕсепсĕр пăруланă (выкидыш раньше определенного времени). N. Хĕсепсĕр тунă ача. Б. Олг. Ача çоратат хĕсепсĕр; ĕне пăру туат хĕсепсĕр.
Çавăн пекех пăхăр:
хĕсĕрле хĕсĕрлев хĕсĕрлевçĕ хĕсĕрлен « хĕсеп » хĕсеп ту хĕсеплĕ хĕсепле хĕсепсĕр хĕсерех