1.
противоположный, противный, другой
противо-
против, напротив, вопреки
хирĕç енĕ — противная сторона
çиле хирĕç ут — шагать против ветра
мана хирĕç лар — сядь напротив меня
Çиле хирĕç суракан хăй çинех сурать. — посл. Кто плюет против ветра, тот плюет на себя.
2.
встречный
навстречу
хирĕç килекен — встречный (человек)
хирĕç план — встречный план
хирĕç пул —встретиться
хирĕç пыр — 1) идти навстречу 2) перен. прекословить, идти против, наперекор
3.
накануне
под
вырсарникуна хирĕç — накануне воскресенья (в субботу)
каçа хирĕç — под вечер
уява хирĕç — под праздник, в канун праздника
4.
упрямый, строптивый
хирĕç кăмăл — упрямый нрав
хирĕç çын — упрямец, строптивец
5.
в сравнении с, по сравнению с
ăна хирĕç эсĕ ниме те тăмастăн — по сравнению с ним ты ничего не стоишь
◊
хирĕç хурăнташ — близкий родственник, кровная родня
II. глаг.
1.
ругаться, бранитьспротивиться, сопротивляться
возражать, прекословить
вăл хирĕçме юратать — он любит возражать
хирĕçсе тăр — противиться, артачиться
2.
скандалить, вздорить
ссориться, жить в ссбре
тек ан хирĕçĕр! — не ссорьтесь больше
3.
расстраиваться, портиться (о желудке)
ачан вар-хаырăмĕ хирĕçнĕ — у ребенка расстроился желудок
хирĕçсе кай — 1) рассориться, разрушаться 2) расстроиться (о желудке)
4.
капризничать
ача темĕн хирĕçет — ребенок что-то капризничает
(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.
противиться, артачиться, перечить. Шел. II. 63. Япалисене сутас мар тесе, ашши тем пекех хирĕçет (страшно противится продаже вещей): N. Кам вĕсене хирĕçет, çав пире те хирĕçет. || Расстраиваться. N. Манăн пĕтĕм ăшчик хирĕçнĕ. У меня все нутро ходит. Завражн. Варă-хырăмсем йăлтах хирĕçсе карĕç. N. Нумай çисессĕн, вар та хирĕçет ( = ыратать, хырăмра кĕрлет). || Ссориться, вздорить, жить в ссоре, испортиться, не ладиться, стать неудачным. N. Çеме хирĕçсе кайсан, пурăнăç хирĕçсе кайрĕ. N. Выльăх хирĕçет, этем те çиленет. Сред. Юм. Порнăç пĕр хирĕçме пуçласан, хирĕçетех о: пĕлтĕр ини вилчĕ, кăçал каллах лаши вилсе кайрĕ. КС. Пурăнăç хирĕçсе пырать, не ладится жизнь. Ib. Паян ман ахаль (ни с того, ни с сего) ĕç хирĕçсе пырать. Ст. Чек. Ĕç хирĕçет (не везет). N. Эсĕ кӳршĕсене пирĕн çинчен хирĕçсе калаçмалла турăн. Учите детей. Ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕн тăвас тенĕ ăна тума вĕреннĕ ачан ашшĕ килĕнчен пĕрре ярса пуссанах хирĕçмелле пулать. Кан. Буржуйсен хаçачĕсем çапла тунăшăн питĕ хирĕçеççĕ. N. Мĕн хирĕçетĕр (вăрçатăр) пустой! || Капризничать (о ребенке). Альш. Тем пулчĕ ку ачана, хирĕçрĕ, йĕрет, тапкаланать, ним парса нимĕн юраттармалла мар (капризничает).
каршы
[ĥi'reŝj']
kontraŭ, renkonte; kvereli, kontaŭi
хирĕç ен — kontraŭa flanko
вăл хирĕç ларчĕ — li sidiĝis kontraŭe
хирĕç тух — iri renkonte
каçа хирĕç — ĉe vespero
уява хирĕç — sojle al la festo
эп(ĕ) — хирĕç — mi estas kontraŭ
вăл пĕрмайах хирĕçет — li ĉiam kontraŭas
хирĕçле — renkonta
kontraŭstara
хирĕçле пуйăс — kontraŭdirekta trajno
пĕри теприне хирĕçлемест — unu la alion ne kontraŭas
хирĕçлев — protesto, kontraŭstaro
хирĕçлĕх (= хирĕçӳлĕх) — kontraŭdiro, malkonkonkordo
хирĕçтер — kvereligi
хирĕçӳ — kverelo, kontraŭstaro
interbatiĝi, konflitko
1. «против», «напротив», «наперекор»; 2. «навстречу»; тефс. XII—XIII вв. каршу, уйг., узб. карши, ног., казах., к. калп. карсы, кирг., тур., тат., башк. каршы, азерб., туркм. гаршы, алт. В карту «против», «напротив».
1. «противиться», «прекословить»; 2. «ссориться»; КБ, МК карыш «враждовать»; алт. В карыс, карыш, ойр. кырыш, тат., башк. карыш «противиться», «упрямиться», «не повиноваться», «ссориться»; узб. карши тур «противиться»; см. хирĕç.
Çавăн пекех пăхăр:
хир шăшийĕ хир-ăсанĕ хир-ойăх хирăçле « хирĕç » хирĕç вăрăнни хирĕç вырни хирĕç кала хирĕç пул хирĕç пыр