1.
горе, беда, несчастье
невзгоды
вĕсен хуйхă пулнă — у них случилось несчастье
хуйхă çине хуйхă! — беда за бедой
2.
горе, горесть, скорбь
халăх хуйхи — народная скорбь
вăл хуйхăпа кăвакарнă — он поседел от горя
хуйха ӳк — загоревать
хуйха ӳкер — опечалить кого-л.
Йĕнипе хуйха пусарас çук. — посл. Слезами горю не поможешь.
3.
забота, беспокойство, хлопоты
унпа ним хуйхи çук — с ним нет никаких забот
унăн ялан çипуç хуйхи — у нее вечно на уме наряды
хойхă (хуjhы̆, хоjhы̆), горе, печаль. ГФФ. † Эпĕр ĕлĕк сарăччĕ, вăрăмччĕ, кăçалхи (1891 ç.) йăвăр хойхăпа посăнтăмăр. В молодости мы были высокими и красивыми, но тяжелое горе этого года (1891 г.) принизило нас. Изванк. † Хула хушшинче хуйхă çӳрет, эпир хуйхăрас хуйхă мар-ши. (Солд. пес.). Ск. и пред. чув. 33. Виле çинчи хуйхă. Нюш-к. Пиçмен çăкăрăн хуйхи виç кунлăх, тырпул хуйхи çулталăк, ача-пăча хуйхи ĕмĕрлĕх. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. Вĕçен кайăк сассинчен хуйхă кĕрет чĕрене. Тогач. Старик, çавна илтсен, хуйха ерсе кайрĕ, тет. Арçури. Йыт урипе çӳриччен лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхă та курмасăр. Ерех 23. Хуйхăпа пĕрре ĕçем-ха. N. Вара ытарайми ывăлĕ Константин вилнĕ хуйхăпа Иван ĕçнине асăрхаман та. N. Чир вырăнне вăй кĕрет, хуйхă вырăнне вăй кĕмест. (Поговорка). Е. Орлова. Хуйха ӳкрĕ. Расстроился. Сет-к. Вăл хуйха тӳннĕ. Он впал в горе. || Бедствие, несчастье. Пшкрт. N. Мана кăçал хуйхă та хуйхă пулчĕ. || Тоска. Ст. Шаймурз. Унăн чĕринче хĕр хуйхи (тоска по девушке). || Забота, беспокойство, хлопоты. Ала 24°. Халĕ ĕнтĕ хуйхă пĕтрĕ, текех хăвалас-тăвас хуйхи çук тенĕ, тет. Ib. 69°. Юрламасăр ĕçин и мĕн усă, çак тăвансем килнĕ — çав хуйхă. Собр. Çынна ĕç типĕтмест. хуйхă типĕтет. Не работа сушит человека, а забота. (Послов.). С. Тим. Çӳлĕ тусем çинче çуртăм пур, вуник вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран хуйхăм пур. ЧП. Вуникĕ кушак пур çинче хуран çăвас хуйхи çук. N. Унтан арамĕ: сан хуйхă, ман ĕç, тесе калат, тет.
кайгы
«горе», «печаль», «скорбь», «грусть», «тоска», «кручина»; др. тюрк., КБ, МК, тефс. ХII-XIII вв. кадғу., Замахш., уйг., узб. кайғу, кирг., казах., к. калп., ног., кумык., тат., башк., тур. кайғы, азерб., туркм. гайғы «горе», «печаль», «скорбь», «забота». От глагола со значением «гореть» (кӳй, кӧй и др.).
Çавăн пекех пăхăр:
хуйнĕ хуйньăм хуйтар Хуйтсан « хуйхă » хуйхă ту хуйхă-асап хуйхă-майхă хуйхă-масă хуйхă-суйхă