1.
котел (для варки пищи)
казан обл.
котельный
пĕчĕк хуран — небольшой котел, казанок
сăра хуранĕ — пивной котел, большой котел для варки пива
така хуранĕ — большой котел (для варки артельной пищи)
туй хуран — латунный котел
хуран айĕ — круг для установки котла, подставка для котла
хуран кашти — перекладина для подвешивания котла
хуран çакки — крюк для подвешивания котла
хуран хăлăпĕ — дужка котла
хуран ывси — деревянная крышка котла
хуран витти — деревянная крышка котла
Пушă хурана вут çине ан çак. — погов. Пустой котел на огонь не ставь.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). — загадка Каша в маленьком котле вкусна. (Орех).
2. тех.
котел
котельный
котловый
пăс хуранĕ — паровой котел
хуран тимĕрĕ — котельное железо
◊
ама хуранĕ — пчел. маточник, ячейка для пчеломатки
шапа хуранĕ — раковина (моллюска)
хуран кукăлĕ — вареники
II.
хуран курăн — темнеть, быть темным на вид
хоран, котел. N. Пирĕн чăвашсем яшкана хуранта пĕçереççĕ. Юрк. Хуранта пĕçереççĕ: кĕрпе пăттисене, паранкисене, вир пăттисене, хуратул пăттисене, пăри пăттисене, пăрçа пăттисене, каснă салмасене, йăпăлти салмасене, татнă салмасене, мимĕрсене, кĕселсене, тинкĕлесене, хуран куклисене, пăрçасене, ашлă яшкасене, çăмарта хăпартнисене, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпĕ ашĕсене, тултармăшсене, юнсене, тата ытти тĕрлĕ шӳрпесене те. А.-п. й. 4. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Хорачка. Эй хорана кĕрмен айкă пĕрчи, ял шотня кĕриместĕн! N. Çăв шапана хуранпа вĕретес пулать те, хĕре çав шывпа çăвас пулать. N. Пĕчĕк хуранăн кукли тутлă, тенĕ. СЧУШ. Çулла хуран çунсан, çумăр пулать, хĕлле — сивĕ. Собр. Хуран айкки çунсан çăмăр пулать, теççĕ. Янтик. Пĕчĕкĕç хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). Ib. Мăн хуранăн пăтти йӳçĕ. (Йĕкел). Нюш-к. Хурантан пĕр ывăç талĕрсем (пысăк кĕмĕл укçа) ывăçласа: ку матка валли-ха, тесе кĕсене ятăм, тет. О сохр. здор. Тумтирсене хурана вĕри шыв çине ярса пĕр икĕ сехете яхăн пĕр чарăнмасăр вĕретес пулать. N. Хусан тени чăвашла хуран тени пулать. N. Çанталăк хоран вĕренĕ пек вĕрерĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котел. Сунчел. Хурантан çисен хурлăхлă пулан. Ау 34°. Унтан илсе кĕреççĕ те хурана яраççĕ. СЧЧ. Ашĕсене пĕр хуран çинче, пăттине тепĕр хуран çинче пĕçереççĕ. Янш.-Норв. Пуçтарса пĕтерсен çав икĕ теçетски пĕве хĕрне така хуранĕ илсе анаççĕ те, пăттине пĕçерме тытăнаççĕ. Вомбу-к. Хоран кочĕ çонать, ах торă, татах йĕпе полать поль! || Котел (в земле), при игре в шар. СТИК. || Купель. N. Пĕр хурана кĕнĕ.
казан
«котёл»; тат. харан, хак. хазан, уйг., тур., кирг., казах., к. калп., ног., тат., башк., тув. казан, узб. козон, туркм. газан «котел». Может быть, от каз «копать» (?).
Çавăн пекех пăхăр:
хурамала Хурамалта выртан Хураман хурамкка « хуран » хуран çăпали хуран çакки хуран çекли хуран ай хуран кашти