хӳтĕ, защита, прикрытие, А.-п. й. 61. Вăл йĕри-тавра пăхкаласа хӳтĕ вырăн шыранă. Изамб. Т. Çил хӳттинче арман авăрмасть. Ib. Эпир çил тивесрен хӳтĕ турăмăр. Образцы 43. † Кăвакал мамăк кӳл çинче, çил тухсан, хӳтте пухăнать. Кан. Пулăшкомăн тăлăх туратсене хăйĕн хуттине илмелле. Турх. Кайăк сасăран хăраса сиксе тăрса пăхкалать, ним те çукран çаврăнса каллех хӳтте вырнаçать. N. Сарай хӳттинче, улăм çинче. Календ. 1911. Вĕллесене пуçтарса хӳтĕ çĕре лартмалла. Сред. Юм. Çав çôрт пошартан йывăç хӳттипе çиç йолчĕ. N. Аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе. Нюш-к. У аллă çын аллипе = хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ. Апла калани — йăвăр ĕçе хăй тумасть, çын çине нумай шанать пулсан та аван пурăнать — тени пулать. Сред. Юм. Ман хӳтĕпе çиç çӳрет. Благодаря мне только ходит (как бы под тенью). N. Хăш чухне ачасем таçтан та пулин тухса тараççĕ, е спичăк тупса çитермери пек вут хурас тесе пĕр-пĕр çĕре сарайне, е хӳтĕрех, çын курман çĕре кайса вут хураççĕ. Хăр. Паль. 4. Кунта тултинчен хӳтĕрех пулнă. Ашшĕ-амăшне. Сăмюнĕ Кĕркурие хĕрхенсе: „Вăрман урлă кайма авантарах пулмĕ-и пире? — тесе ыйтнă,— унта хӳтĕрех“. В. Олг. Ача выртать хӳел питĕнче, хӳтĕ туас, ачая хӳел пĕçертет; мĕнпе те полин картласа хӳтĕ туат. Пшкрт. Çилтен хӳтĕ вырăна кĕрсе тартăм.
Çавăн пекех пăхăр:
хӳри-енеш хӳрлĕ улача хӳсек хӳсем « хӳт » хӳтĕ хӳтĕлĕк хӳтĕлĕх хӳтĕле хӳтĕлев