1.
ноготь и ногти
ногтевой
пĕчĕк чĕрне — ноготок
чĕрне хури — 1) грязь под ногтями 2) кончик ногтя (остригаемая часть)
чĕрне хури тĕшне тăмасть — ничего (букв. кончика ногтей) не стоит
чĕрне хури тĕшне ан хур — ни во что не ставить
чĕрне кас — стричь ногти
чĕрне ӳкрĕ — ноготь сошĕл
чĕрне вĕçне шăрпăк кĕнĕ — под ноготь попала заноза
2.
коготь и когти
кушак чĕрни — когти кошки
3.
копыто
чĕрне чирĕ — копытница (болезнь копыт)
◊
чĕрне вĕççĕн çӳре — ходить на цыпочках
чĕрне вĕççĕн ут — ходить на цыпочках
чунăм чĕрне вĕçнех çитрĕ — душа ушла до кончика ногтей (душа дошла в пятки)
ноготь. N. Тыткала пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ, тет. Человеку (неумелому) попадает под ногти заноза. N. Чунăм чĕрне вĕçнех çитрĕ. Душа ушла в пятки. || Копыто. Образцы 46. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем. Такмак 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр: унăн мăйраки вĕçĕ ылттăн иккен, чĕрни вĕçĕ кĕмĕл иккен, мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать, чĕрнипе пусат те çул тăвать. || Коготь.
1. тырнак 2. тояк
1. « ноготь»; 2. «коготь»; 3. «копыто»; МК тырнак «ноготь»; АФТ тырнак «копыто», уйг. тирмак, ти(р)нак, узб. тирнок, кирг., алт. В, ойр. тирмак, тув. тыргак, казах., к. калп., ног., карач., тур., тат., башк. тырнак, азерб. дырнаг, туркм. дырнаг, хак. тыргах «коготь»; «ноготь».
Çавăн пекех пăхăр:
чĕрлĕх чĕрме чĕрмеле чĕрмелен « чĕрне » чĕрнеккей чĕрнеллĕ чĕрпĕк чĕрпĕкле чĕрпĕклен