I.
дрожь
дрожащий, трясущийся, трепещущий
чĕтре пуç — трясущаяся голова
вăл чĕтрене ерчĕ — его охватила дрожь
мана чĕтре ерчĕ — меня в дрожь кидает
чĕтрене ерт — колотить, трясти, бросать в дрожь
◊
чĕтре курăкĕ — бот. трясунка
чĕтре хӳре — диал. трясогузка
II. глаг.
1.
дрожать, трястись (от холода, озноба)
сивĕпе чĕтре — дрожать от холода
сасă чĕтрет — голос дрожит
2. перен.
трепетать, дрожать
пăлханнипе сиксе чĕтре — биться в истерике
пурте ун умĕнче хăраса чĕтреççĕ — все перед ним трепещут
чĕтресе кай — 1) задрожать, затрястись 2) перен. затрепетать
чĕтресе ӳк — 1) задрожать, затрястись 2) перен. затрепетать
3. спец.
вибрировать
мембрана чĕтрет — мембрана вибрирует
дрожать, трястись; трепетать. Калашн. 13. Алюна упăшкин сăмахне илтсен чĕтресе карĕ, кăвакарчăнăм. И услышав то, Алена Димитревна задрожала вся моя голубушка. Ib. 19. Пĕтĕм ӳчĕпе чĕтресе карĕ. Ib. 6. Анчах акă кутсăр-пуçсăр çил-тăвăл килсе тухать те, тинĕс пĕтĕм кăкăрĕпе чĕтресе çĕкленсе каять, шавласа-кĕрлесе ярать, тăвĕ-тăвĕпе хумсем шăваççĕ, кимĕ те, çын та шыва путать, хĕвел те хăраса тахçанах пĕлĕтсем айне тарса кĕнĕ. КВИ. Акă тăр-тăр чĕтресе сăнă çӳле çĕкленчĕ, анчах чунĕ çитмесĕр татах аяла анчĕ. А.-п.й. 22. Кашкăр хăранипе чĕтресе, шывала пĕшкĕнсе пăхать. || Дрожь.
тетрәргә
1. «дрожать»; «трястись»; 2. «трепетать» (образо-подражание чĕр-тĕр); МК титреш, уйг. титри, узб. титра, кирг. титире, казах., к. калп., тур., туркм., хак. титре, башк., тат. тетрә, АФТ дumpӓ, тув. дидире, якут. титирие монг. чичрэх «дрожать», «трястись», «трепетать». См. чĕтре.
, чĕтрев «дрожь»; «озноб»; АФТ титрӓг «дрожь», «трепетание», «паралич»; туркм. титреме, кумык. титирев, уйг. титрәш «дрожь»; кирг. жер титирӧӧ, тат. жир тетрәӳ, чув. çĕр чĕтрени «землетрясение»; чĕтре и представляют образоподражание трясущемуся в страхе человеку (Кононов. ГУЯ 253).
Çавăн пекех пăхăр:
чĕрчун чĕтĕре чĕтĕрев чĕтĕрет « чĕтре » чĕтре хӳре чĕтрев чĕтревлĕ чĕтреке чĕтреллĕ