1.
кулак
кулачный
чышкă муклашки — кулак
чышкă кăтарт — показывать кулак
чышкăпа юна — грозить кулаком
2. перен.
удар кулаком
побои
кулак. Кан. Сута пынă çынсене сĕтел çине чышкăпа çапса ятлать. N. Хайхи арслан тытăннă хăйне хăй пысăк чишкисемпе пеме, чĕрнисемпе тăпăлтарма. Кан. Çтена виттĕр чышкă кĕмĕллех шăтăксем янкăрах курăнаççĕ. С.-Устье. Санăн чышку минче кĕренке? Орау. Чышкине чăмăртаса пуç айне хунă, çыврать. Ск. и пред. чув. 31. Янтрак вĕсене, пăртакçă утсан, чышкипе çеç юнаса хăварчĕ. И. Тукт. „Ну, ну, ут малалла!“— чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. || Удар кулаком побои. Орау. Хăна ху чышкă çыма ма каян унта? ГФФ. † Сик, сик, матка, çоммарах, чышкă çиякань эс анчах. Сядь поближе, жена, ведь только ты и получаешь (от меня) колотушки. || Дубина. Кан. Эс саппаслăха пĕр-пĕр чышкă хатĕрлесе илсе пыма ан ман вара! Каллех килсе мĕн тухсан кирлĕ пулĕ.
ал чăмăрĕ. Чышка (ал чăмрине) ирĕк пани, юн тăкма юратни халăх ухмахне, халăх усалне, халăх тĕттĕмне анчах кăтартать [Комиссаров 1918:12].
Çавăн пекех пăхăр:
чыхлан чыхтар чыш чышăн « чышкă » чышкă мăклашки чышкă пар чышкăла чышкăлаш чышкăн