Шырав: шăнкăртат

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
звонить, издавать звон
телефон шăнкăртатма пуçларĕ — зазвонил телефон
вăраткăç шăнкăртатать — будильник звонит
2.
звенеть
таçта шăнкăрав шăнкăртатать — где-то звенит колокольчик
кăритурта шăнкăрав шăнкăртатрĕ — в коридоре прозвенел звонок
3.
журчать, течь с журчанием
шăнкăртатса шыв юхать — звонко журчит ручей
4.
петь (о скворце)
5. перен.
звенеть, звонко говорить (о ребенке)
садра кунĕпех ача-пăча шăнкăртатать — целый день в саду звенят детские голоса

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

звенеть. Сред. Юм. Хушпури тенкĕсем ташланă чухне шăнкăртатаççĕ (звук монет). Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шелешин шăнкăртатни килĕшет. N. Эп кушелкене, шăтăк мар тесе, тытрăм та, шăтăкĕнчен окçасем шăнкăртатрĕç — тохса ӳкрĕç. Звук монет при падении на пол. N. Пĕр тухьяри тенкĕ пек шăнкăртатса çӳрерĕмĕр. КС. Шăнкрав шăнкăртатать (звенит) Б. Олг. Пĕкке шанкра çаксан, шăнкăртатса каят. КВИ. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав шăнкăртатать çулпала: хĕр туй килет çĕмĕрсе урам тăрăх ялпала. || Петь (о скворце). Н.-Якушк. Пӳрт пуçĕнчи шăнкăрча ирхине тухса пăхсассăн, шăнкăртатса ларатчĕ. || Журчать (о ручье). ГФФ. Шăнкăртатса шыв юхать. Журча течет (студеная) вода. КС. Шыв шăнкăртатса юхать (более или менее звонко). Хош-çырми. Хамăр çĕртен-шывран тохнă чох шăнкăртатса йохать солхăн шыв. При выходе на нашего родного места с журчаньем течет студеная вода. Альш. Хура вăрман хыçне юр çунă, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Алешк. Анкарти хыçĕнче çерем çинче шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Ст. Шаймурз. Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче шăнкăртатса выртат юр шывĕ. || Говорить (о ребенке). N. Кунĕпе шăнкăртатса çӳрет.

Çавăн пекех пăхăр:

шăнкăрт-шонкăрт шăнкăртăм шăнкăртăш Шăнкăртам « шăнкăртат » шăнкăртаттар шăнкăрти шăнкăртин шăнкăртма шăнкăрттăм

шăнкăртат
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150