1.
запах
аромат
ăша пăтратакан шăршă — тошнотворный запах
виле шăрши — трупный запах
витĕр çапакан — шăршă острый запах
йывăр шăршă —смрад, дурной запах
роза шăрши — аромат розы
çуркунне шăрши — аромат весны
тутлă шăршă — аромат, благоухание
усал шăршă —отвратительный запах, вонь, зловоние
шăршă органĕсем — органы обоняния
шăршă пĕлни — нюх, чутье
шăршă пĕлекен йытă — собака с хорошим нюхом
шăршă туйни — обоняние
çăкасенчен пыл шăрши кĕрет — липы пахнут медом
усал шăршă сар — смердеть
нӳрĕ шăршă кĕрет — тянет сыростью
2.
угар
мунчара шăршă пур — в бане чувствуется угар
мана шăршă тиврĕ — я угорел
3. перен.
привкус
чей тĕтĕм шăрши калать чай — имеет привкус дыма
◊
шăрши те ан пултăр! — чтобы духу его здесь не было
то же, что шăрш, запах, вонь. N. Чечексен шăрши, запах цветов. КВИ. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. Ачач. 57. Тимуш тула тухрĕ. Уйăх курăнмасть. Çăлтăр куçĕсем анчах çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Ăшă çур шăрши çаплах сăмсана перет. Баран. 89. Çил çав енчен çаврăнчĕ, сăмсана тĕтĕм шăрши килсе кĕчĕ. Череп. Ĕнек шăрши кĕре пуçларĕ. Запахло горелым. К.-Кушки. Ку супăнăн шăрши веç пĕтнĕ. Это мыло потеряло весь аромат. Янтик. Ма пит нумай ĕçнĕ-ха эс: пĕтĕм эрех шăрши çурать санран. СТИК. Ай-ай санран тапак шăрши çапат сывлама çук. Утар. Сăра шăршипе пуçĕ çавăрăна пуçланă (от опьянения). N. Çу шăрши тухрĕ. Выçăхакансем. 8. Çăкăр шăршипе çăвара шыв килчĕ, аптăранипе сĕлекене чăмласа ларатăп. Ст. Яха-к. Çăварни кун ирех пĕр-пĕр ял виттĕр тухса каяс пулсассăн, пĕтĕмпех кашни пӳртрен икерч шăрши кĕрет. N. Пĕр-пĕр çĕнĕ савăта малтан мĕн япала шăрши çапать, аван шăршăлли-и, усал шăршăлли-и, çав шăршă кайран та час тухса пĕтмест. Ст. Чек. Эп ним шăрши те туяймастăп. Я не чувствую никакого запаха. Ib. Шăршă туяймастăп (плохое обоняние). N. Тата савăт питĕ нумай, çав савăтсенчен питĕ шăршă сарăлса тăрать. ГТТ. Вилес çыннăн виçĕ кун малтан шăршă килет, тет. О сохр. здор. Тумтире тасатах тăмасан, вăл хураласса та хуралать, тата нумайччен тăрсан тумтиртен шăршă кĕрекен пулать. Изамб. Т. Унăн шурă чечекĕсенчен пит тутлă шăршă килет. Орау. Тата пур йăвăçсем те çăвăлçă кăларса аван шăршă сарса тăраççĕ. || В переносном значенни. Орау. Анчах çирĕм тенкĕллĕх тыр сутса килтĕм, пĕр эрне хушшинче укçан шăрши те юлмарĕ. Хурамал. Лешсен вара шăрши те пулман (слуху и духу не было). || Обоняние. Пшкрт.
ис, сасы
, шăрш 1. «запах», «вонь»; 2. «угар»; уйг. сесик, узб. сассик, кирг., казах., к. калп., ног. сасык, башк. hадык, тат. сас «вонючий», «смрадный», Образовались от глагола, ср. уйг. сеси, cecum, узб. саси, кирг., казах., к. калп., тат. сас «вонять», «дурно пахнуть», «испускать зловоние»; в чув. р — звук вставной; ср. шаршан < сажень.
Çавăн пекех пăхăр:
шăрччан шăрччах шăрш шăрш-марш « шăршă » шăршă пĕлни шăршă-маршă шăршăлă шăршăлă кĕпçе шăршăлан