1.
надежный, испытанный, проверенный
надежно
шанчăклă çын — надежный человек
революции шанчăклă салтакĕсем — испытанные солдаты революции
çурхи пăр шанчăклă мар — весенний лед ненадежен
чикĕсене шанчăклă хуралла — надежно охранять границы
2.
верный, преданный
верно, преданно
шанчăклă тус — преданный друг
3.
достоверный, авторитетный
шанчăклă сведенисем — достоверные сведения
надежный, безопасный, защищенный
шанчăклă вырăн — надежное, безопасное место
надежный; надежно, твердо, крепко. Ст. Чек. Сĕт-к. Шанчăклă çын, надежный человек. Ib. Шанчăклă тус, надежный друг. Ала 14. Эсĕ, çамрăк хуçа, арăмна шантăн та, саншăн пулсассăн шанчăклă пулмарĕ, маншăн анчах санăн ырă арăму шанчăклă пулчĕ, тенĕ. А.-п. й. 64. Хыр ăна сивĕ çилсенчен хăйĕн шанчăклă турачĕсемпе сыхласа усрама тытăнать. ГФФ. Тимĕр тойи, кокăр тойи тохса çӳреме шанчăклă. Железная кривая тросточка надежна в дороге. Якейк. Вĕрене туя коккăр туя шу орлă каçма шанчаклă; пичи патне килнĕ чох ĕçме-çима шанчăклă. Сĕт-к. Тимĕр туя кокрашки туялама шанчăклă; тантăш çони хора çони ларса чопма шанчăклă. О сохр. здор. Капла качча кайни аван: вĕсем хăйсем ӳссе çитеççĕ те, ача-пăча ӳстерме шанчăклă пулаççĕ вара. В. С. Разум. КЧП. Ялта савни, ай, пулсассăн, улаха тухма шанчăклă.
Çавăн пекех пăхăр:
шанташ шану шанчăк шанчăк ту « шанчăклă » шанчăклăн шанчăклăх шанчăклат шанчăксăр шанчăксăрлăх