1.
белить, производить побелку
маччана акшарпа шурат — побелить потолок известью
улмуççисене извеçть сĕчĕпе шурат — производить побелку яблонь известковым раствором
2.
белить, отбеливать
кĕпе-йĕм шурат — отбеливать белье
шуратман пир — суровое полотно, небеленый холст
шуратнă пир — беленый холст
шуратмалли чан — белильный чан
шуратмалли çип — текст. отбельная пряжа
3.
делать седым, белым
серебрить
Шухăш пуçа шуратать. — посл. Думы серебрят голову.
Кампа пуç шуратнă, çавăнпа ĕмĕр ирттермелле. — посл. С кем нажил седину, с тем и век коротать.
4.
чистить, очищать (от кожуры, скорлупы и т. п.)
çăмарта шурат — лупить яйцо
çĕрулми шурат — чистить картошку
шуратнă пĕрене — окоренное, очищенное от коры бревно
5. перен.
дарить, задаривать
Пурне те шуратса çитереймĕн. — погов. Всех не одаришь. (соотв. Всем мил не будешь).
◊
ана шурат — засеять полосу
шорат, белить, сделать белым. Баран. 105. Хире çĕнĕ юр ӳксе шуратсан... N. Аннен кăмаки шур кăмаки, сыпне порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмест. ТХКА 29. Кĕпе таврашне çăвать, кĕпесене лайăх шуратать. Янгильд. Пирсене йор пĕтиччен часрах шоратса хораç, теççĕ. Вута-б. Пирсене тĕртсе пĕтерсессĕн, кĕл çине хурса шуратаççĕ. Кан. Улмуççисене акшар шывĕпе шуратмалла. || Чистить (картофель), лупить (яйца), сдирать кору (с дерева). О сохр здор. 55. Тата çĕрулмине нихçан та хуппине шуратса пĕçерес пулмасть. N. Хулăнтарах шуратап хуппине, срезаю шелуху потолще (у картофеля). Хош-Çырми. Пĕр çарăкне кăларса шоратрăм. Выкопал я одну репу и облупил ее. N. Çав сехетрех çил явашлансан, прийомне чакарас пулать, астумасан — шултра, хуппине шуратса анчах кăларма пуçлать (на ветряной мельнице). Б. Бур. Шурă-шурă çăмарта, чут-чут шуратмасĕр çиеттĕм. N. Çуркунне пулсан, ялсенчи çынсем, хăйсен сачĕсенчи йывăçĕсен хуппине юр айĕнче темĕскер кăшласа шуратнине курсан, час-часах тĕлĕнеççĕ. Пуринчен ытла çамрйк йывăçсене (улмуççисене) кăшласа пăсаççĕ. || Заставлять бледнеть. НР. Çыв сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. В. Тим. Вунĕ пӳрне вĕçне вĕре-вĕре хĕп-хĕрлĕ чĕреме эп шуратрăм. ГФФ. Ялти йăвăр ячĕшĕн хĕрлĕ сăна шоратрăм. Из-за людских пересудов побледнело мое румяное лицо. Хош-Çырми. Нăр пек хĕрлĕ сăнăма шоратрĕ. Заставило побледнеть мое румяное лицо. N. Карта хĕрнчи шор ути, потек çисе шоратрĕ; пирĕн атте хĕрĕне çынсем çисе шоратрĕç. Пазух. 55. Кăчуне самани те, ай, йывăрри шуратать-çке хĕрлĕ те, ай, чĕрене. || Переносно — засеять. Кан. Вара Уйкяс халăхĕ суртланă вăрлăхпа анисене шуратса хăварчĕ. ТХКА. 128. Хура çĕре шуратма вăрлăх валли çакă çул çити-çитми тетпĕр-ха. || N. Шурăмпуç шуралса килни чух хĕр пуçне шуратса каятпăр. || Губить. Ау 178. Йыснаçăмах Якур пур, сар хĕр пуçне шуратать. || Давать подарок. Якейк. Пирĕн ăратни олтă кил, олтă килте отмăл çын, отмăл çынна шоратсан (парне, кĕпе парсассăн), пирĕн çынах полăттăнч.
Çавăн пекех пăхăр:
шуранкă шуранкă-кăвак шуранка Шурапуççăн « шурат » шуратман пир шури шурин шуркĕлчен шурка