Шырав: юл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
оставаться, быть, находиться где-л.
киле юл — оставаться дома
тĕпне юл — остаться (в доме) наследником
хĕл каçма яла юл — остаться на зиму в деревне
хыçа юл — остаться сзади
вăл иккĕмĕш çула юлнă — он остался на второй год (в том же классе)
эсир кайăр, эпĕ юлатăп — вы идите, а я останусь
сывă юлăр! — будьте здоровы! (говорится при прощании)
2.
оставаться, сохраняться, не исчезать
асра юл — остаться в памяти
вăхăт сахал юлчĕ — времени осталось мало
киле çитме виç çухрăм юлчĕ — до дома осталось три километра
бензин юлманпа пĕрех — бензина почти не осталось
Юлнă ĕç çине юр çăвать. — посл. Оставленная на потом работа снегом заносится.
3.
оставаться, оказываться, становиться
ĕçсĕр юл — остаться без дела
ват хĕре юл — остаться старой девой
парăма юл — остаться в долгу
çука юл — обеднеть
тăлăха юл — остаться, стать сиротой
ухмаха юл — оказаться в дураках
хуйха юл — опечалиться, стать печальным
ку вăл тахçанах манăçа юлнă — это давно забыто, предано забвению
4.
отставать
çынран ан юл — не отставать от других
вĕренӳре юлса пыни — отставание в учебе
каярах юлса вăран — проспать (букв. проснуться с некоторым опозданием)
вăл хальхи модăран юлмасть — она не отстает от современной моды
5.
спасаться, уберегаться, избавляться от кого-чего-л.
избежать чего-л.
чĕрĕ юл — остаться в живых
тухтăрсем пулăшнипе вăл вилĕмрен юлчĕ — он выжил благодаря врачебной помощи
6. чаще в отриц. ф.
пропускать
ĕçрен ан юл — не пропускать работу, работать без прогулов
пирĕн купăсçă пĕр туйран та юлмасть — наш гармонист не пропускает ни одной свадьбы
7.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола:
астуса юл — запомнить
ăнланса юл — понять
вĕлтлетсе юл — промелькнуть
вĕренсе юл — выучиться
хăтăлса юл — спастись
пĕлсе юл — узнать
ӳксе юл — выпасть (при движении)

çын айне юл — уступить кому-л., оказаться побежденным
никамран та ӳксе юлмасть — он никому не уступает
унăн ача юлнă — она забеременела
унăн хырăм юлнă — она забеременела
çие юлни — зачатие
пилĕк-çурăм юлмарĕ — спина заболела (от тяжелой работы), я наломал себе спину
кунтан юлтăр — пусть будет это в последний раз, да будет конец этому
шăхăрса юл — остаться ни с чем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).
йол, сила. Употр. в след. выр.: юл ил.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

калырга

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «оставаться»; 2. «отставать»; юлашки 1. «остаток»; «остатки»; 2. «последний»; тефс. ХII-XIII вв., уйг., кирг., казах., к. калп., ног., тур., тат., башк. кал, узб. кол, азерб., туркм. гал, хак. хал, якут. хаал «оставаться»; ср. тур. йал «остатки корма, даваемого животным»; й ~ к, у ~ а.

Çавăн пекех пăхăр:

юка юката Юкур Юкури « юл » юл ил юлăн юлăнтар юлăш юла

юл
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
2 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150