1.
товарищ, друг, подруга, приятель
чи çывăх юлташ — самый близкий друг
Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек. — посл. Человек без друзей — что дерево без корней.
Юлташран юлни — юлташсăр юлни. — посл. Отстать от друга — остаться без друга.
2.
попутчик, спутник
компаньон, соратник
юлташа ил — взять в компаньоны
кĕрешӳри юлташ — соратник
Юлташпа çул кĕскелет. — посл. Со спутником пойдешь — дорогу быстрее пройдешь.
3.
сверстник, ровесник
ман юлташсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ — мой ровесники все уже семейные люди
4. разг.
половина
жена, муж
супруг, супруга
юлташу тата мĕншĕн килмерĕ? — что же твоя половина не пришла? (о муже или жене)
(jулдаш), товарищ, компаньон, сверстник. М. П. Петр. Юлташ — товарищ; сотрудник; спутник. Н. Ч. Çул çӳрекен çынсемпе юлташа пырать. СЧЧ. Мирон пичче вара хăйне юлташа Иван пиччене илчĕçĕ те, тухса кайрĕçĕ. Сир. Мидия çĕрне Рага хулине мана юлташа пыраймăн-ши эсĕ? (не пойдешь ли со мною?) N. Ак сана пĕр курка, ăна юлташ тепĕр курка илсе кил. || Жена, подруга жизни. Ч. П. Хĕрлĕ улма тени маттур хĕр, ӳссен, юрамĕ-ши юлташа? Золотн. Йолташ — жена. Тимер. † Ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, пăха пĕлсен, юлташ пулмĕ-ши? Юрк. Этем çапла каласан, турă та хăй йăнăшне сиссе, кăна валли юлташа (в товарищи) нимĕнрен тума аптăраса, пур тунă япаласенчен юлнă юлашки япаласене пуçтарса, вĕсенчен тата тепĕр çын, хĕр-арăм, тума тытăнат. || Муж. Собр. 372°. Урайне кана-кана шăлсан, юлташĕ кана-кана хĕнет, тет. Если мести пол с отдыхом, то, говорят, муж будет бить с отдыхом. Сорм.-Вар. † Атя киле (юлташĕ ятне), ача-пăча пӳрт тулли.
иптәш
Çавăн пекех пăхăр:
Юлпут юлса пыр юлсарĕ Юлта « юлташ » юлташ-палташ юлташ-тантăш юлташлă юлташлăн юлташлăх