юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).
Çавăн пекех пăхăр:
юмăç мăклашки юмăç пăх юмăç пăхмалли юмăç яр « юмăç-карчăк » юмăç-терĕç юмăçлăх юмăçла юмăх юмçă