салат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
солод. Орау. Салат тăвас тырра пирĕн алласа тасатаççĕ малтан, унтан катка çине тултараççĕ. Унта вара шыв тултараççĕ. Салат тырри вара çав каткара икĕ талăк шӳсе ларать. Унтан каткаран кăларса шывне ала витĕр сăрхăнтарса салат вырне тултарса саркаласа хураççĕ. Ăна: салат кăларатпăр, теççĕ. Çиялтан япалапа (шăналăкпа-и, çула пулсан купăста çеçкипе) витеççĕ. Çапла тăнă çĕрте тырри шăтать те, ăна салат теççĕ. Унтан ăна типĕтсе авăртаççĕ, унтан сăра тăваççĕ. См. сăра. Т. II. Загадки. Кăмака çинче хуртлă кĕççе выртать. (Шăтнă салат). Шемшер. † Ташлăр халĕ, инкисем, салатне туса панăшăн. (Сорхори юрри). Вомбу-к. Салат (ăна ырашран тăваççĕ), салатпа палан пĕçереççĕ, йăвăç улми пĕçереççĕ.