сăтăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150