сĕркеле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-гэ-), учащ. ф. от гл. сĕр. Орау. Сăмсине пĕрене çумне сĕркелесе тăрать. Трется носом об стену. Çутт. 155. Хăй тата кĕт урисене сĕркелесе илет те вĕçсе каять. N. Гутаперчăран тунă пуç-турине пустав çине сĕркелесен те, çавнашкал хĕлхемсем тухаççĕ. N. Пурнине алăк çумне сĕркелесе тасатрĕ. Вытер палец об обшивку двери. Юрк. Хай арпус пек çаврака çуне икĕ аллипе тытса илчĕ те, тытăнчĕ унпа икерче сĕркелеме (женщина). || Чесать. Тюрл. Мĕн сĕркелен?