тăкăл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆гы̆л), набиваться; накопляться, быть переполненным. ПВЧ 109. Пулкки пулкки хура-курак, хуратул çине тăкăлчĕ. Ст. Чек. Тăкăлчĕ çын, ниçта ларма та çук. Ib. Тăкăлат, накопляется. Ib. Тырă кушукра тăкăлнă (капланнă, не сыплется). N. Вăрăмăн сывласа ӳпкине тăкăлнă иккĕленӳллĕ шухăшсене кăларса ячĕ. СТИК. Ăста кунта тĕпел кутне тăкăлатăр пурте. Макс. Чăв.к. I, 72. Хура-хура кураксем хура-пусса тăкăлнă: анаткассен каччисем пирĕн туя тăкăлнă. См. антăра.