хутăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
моток, мотушка. Н. Седяк. Хутăр = авăрланă, хутăрнă çип. Кĕвĕсем. Кăвак хутăр хăш тĕлте? Пĕвевçĕ кашти хыçĕнче. ЧП. Симĕс пурçăн хутри. ЧП. Пурçăн хутăрĕ. N. Тăхăр хотăр анчах хотрăм. N. Хутăр шутлаççĕ ак çапла: тăватă пĕрчĕ (= сум), вăтăр сум (= вунă, 120 пĕрчĕ); хутăр пулать вуннăран пуçласа вунсаккăра çитиччен. N. Пирне вăрăм тăвас тесен хутăра икĕ кăшкар çине çăмхалаççĕ, кĕске тăвас тесессĕн виç-тăватă кăшкар çине те çăмхалаççĕ. Сред. Юм. Хутăр ӳкерес тесе, йĕке çинчен хутăруççи çине пушатса пĕтерсен, çиппине хутăруççи çинчен кăларса илнине калаççĕ. Ib. Хутăр хутрас тесе арланă çиппе йĕке çинчен хутăруççи çине пушатнине калаççĕ. Ib. Йĕке çинчи çиппе хутăруççи çине çăмхаласа илсен хутăр теççĕ. N. Хутăр, чĕр çиппе арласан кайран çăмхаласа тунă çип пăявĕ (авăрланă хыççăн). Собр. Чӳречĕрсем çинче кусуй çинче симĕс пурçын хутри хут çинче. Корак-к. Тутарпа мищер хутăрн. (Кантăрпа пуса).