хотăр (худы̆р, ходы̆р), мотать нитки. Б. Олг. Хоттăр хотăрни. N. Хотăрнă çип. Ст. Чек. Хутăраççĕ вăтăршар сум, сумĕнче тăватшар пĕрчĕ. 120 пĕрчĕ пулсассăн пĕр вунă тесе калаççĕ. Çавна арăмсем 21/2, 2 пуса авăрлаççĕ. Якейк. Паян виç хоттăр хотăртăм. Ib. Хоттăр хотăрма пĕлмелли ним те çок, ил те хотăрмах пуçла.
моток, мотушка. Н. Седяк. Хутăр = авăрланă, хутăрнă çип. Кĕвĕсем. Кăвак хутăр хăш тĕлте? Пĕвевçĕ кашти хыçĕнче. ЧП. Симĕс пурçăн хутри. ЧП. Пурçăн хутăрĕ. N. Тăхăр хотăр анчах хотрăм. N. Хутăр шутлаççĕ ак çапла: тăватă пĕрчĕ (= сум), вăтăр сум (= вунă, 120 пĕрчĕ); хутăр пулать вуннăран пуçласа вунсаккăра çитиччен. N. Пирне вăрăм тăвас тесен хутăра икĕ кăшкар çине çăмхалаççĕ, кĕске тăвас тесессĕн виç-тăватă кăшкар çине те çăмхалаççĕ. Сред. Юм. Хутăр ӳкерес тесе, йĕке çинчен хутăруççи çине пушатса пĕтерсен, çиппине хутăруççи çинчен кăларса илнине калаççĕ. Ib. Хутăр хутрас тесе арланă çиппе йĕке çинчен хутăруççи çине пушатнине калаççĕ. Ib. Йĕке çинчи çиппе хутăруççи çине çăмхаласа илсен хутăр теççĕ. N. Хутăр, чĕр çиппе арласан кайран çăмхаласа тунă çип пăявĕ (авăрланă хыççăн). Собр. Чӳречĕрсем çинче кусуй çинче симĕс пурçын хутри хут çинче. Корак-к. Тутарпа мищер хутăрн. (Кантăрпа пуса).
хутор. СЧУШ. Çав çул çинче хутăр пур, ман çав хутăр патĕнчен иртсе каймалла. || Назв. селения в Октябрьск. р.
Çавăн пекех пăхăр:
хут ӳстер хут-çыру хут-купăс хут-хут « хутăр » хутăр çилли хутăр йывăççи хутăр кучĕ хутăрлă хутăрпи