кĕле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кэ̆л'э, к'э̆л'э), просить, клянчить. N. Вăлсем мана кĕлеме ярĕç (нищенствовать). N. Мĕн кĕлетĕн (сколько просишь за) сысная? N. Эпĕ санран ытлашши кĕлеместĕп. Ст. Чек. Мĕнтен кĕленĕ (ытнă), çавна пар; мĕнтен хăранă, унтан сыхла. (Ӳчӳк туни). Б. Олг. Пăрçа çăнăх (-х) полтинник (русское произн.) кĕлеччĕ. Хытăрах кĕлешшессĕн (если бы еще поторговаться), çичĕ пуссăр (за 48 коп.) параччĕ полĕ. Пăтăн (пŏдŏн) исессĕн, каярах та (еще дешевле) параччĕ полĕ. || Молиться. Н. Шинкусы. Пăттисем, какаесем пиçсессĕн, каллах выльăхсене силлентернĕ чух кĕл тăвакан кĕлле кĕлеççĕ. См. кĕл. || Хотеть, желать. Изамб. Т. Эп çавăнта кайма кĕленеччĕ те, каяймарăм. Ib. Кĕлеместĕр. Не желаете. Полтава 50. Пĕрре сана юратса, ĕмĕрлĕхе юратса, пĕр ырлăха кĕлерĕм. ТММ. Сăмси туртмасть — кăмăлĕ кĕлемест. N. Эпĕ тӳрре тухассине кĕлекенсем хĕпĕртесе савăнччăр. N. Эпир те вĕсем кĕленĕ пек, усала кĕлекен кăмăллă пуласран, çавсем пирĕншĕн пулнă паллăсем. N. Чун мĕн кĕленине ĕçсе-çисе, савăнса пурăнатчĕç. См. кĕлен.