кĕлер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кэ̆лэр), золить, бучить. Зап. ВНО. † Кĕпесене те кĕлермелле (у др. кĕллемеле), мунчана та хутмалла. Эй, тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпене çумалла чôхне кĕлпе кĕлерсе лартаççĕ. Янтик. Кĕпе кĕлернĕ-ха вăл: кĕпе çума каяс, тет. Юрк. «Кĕпе кĕлернĕ, белье бучат». Сенчук. † Анне кĕпе кĕлерет, кĕл шывĕпе сирпĕтет. Хорачка. Кĕпе кĕлерсе лартатпăр (кĕлпе, шупа). Ст. Чек. Кĕпесене кĕлерсе лартас. Ib. Çипсене кăмакана кĕлерме лартнă. || ППТ. Урам хушши пĕтĕмпе шавласа — кĕлерсе (описка?) анчах тăрат. См. кĕрле.