палăрт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
понуд. ф. от гл. палăр . КС. Болезни. Чĕлĕм тĕтĕмĕ çумри çынна палăртмасть (в караулке). Якейк. † Ай кин, Мари кин, макăрат те, палăртмасть (скрывает, не дает другим заметить). Ал. цв. 16. Кĕçĕн йăмăкĕ хăйĕн хуйхине палăртмасть те. ЧП. Йĕкĕтлĕхне çынна ан палăрт. Ск. и пред. 35. Çамки çинчи пĕрĕнчĕксем ăслă çынна палăртаççĕ. К.-Кушки. Панă çĕре ан палăрт, илнĕ çĕре ан иксĕт. N. Манăн халь те хăш-хăш чухне урасем палăртаççĕ. Календ. 1911. Мĕн пĕлнине пурăнăçра нумаях палăртмаççĕ.