пултар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-дар), понуд. ф. от гл. пул. N. Шыв хĕрринчи йывăç хăй çимĕçне вăхăтра пултарать. Пир. Ял. Ир çĕртме туни тырра лайăх пултарать. Сред. Юм. Кайăк пăхĕ (птичий помет) тыр пит полтарать, тет. || Мять. СТИК. Пултараймĕ вăл. Не выздоровеет пожалуй. Сунт. Вăсенчен пĕри, Лисук ятлăскер, пит пултармалла хĕр пек курăнчĕ-ха мана. Юрк. Малашне, пурăна пуçласан, темĕн те тума пултарĕ. Актай. † Пултаратпăр — тухатпăр, пултарас çук — тухас çук, кăмака çинчен анас çук. N. Вăл килмесĕр пултараймасть. N. Киле каяççĕ. тет те, ашшĕне калат, тет: вăт ку пултарĕ, тесе калать, тет. Регули 550. Эп она исе килме полтаримарăм, ытла йăвăрччĕ. Ib. 549. Вăл çĕклеме полтарчĕ, эп полтаримарăм. Ib. 548. Тума полтарас çок эс. В. С. Разум. КЧП. Ыттисем ăна (Кĕслеçĕ Çимунне): аван выллярĕ, терĕç те, мана пĕртте пултарайман пек курăнчĕ. Вишн. 69. Аван шывпа усал шыва паллама кирек кам та пултарать. Б. Олг. Çирĕм сакăр çын ăшĕнче вăл мана корчĕ, эп ача полтармалла, эфлеттĕре орчĕ (назначил) мана. Шугур. Вара эпĕ пултараймарăм та, пурăнма хам çуралнă киле карăм. Юрк. Халиччен эпĕ çынна тĕтĕрмен те, тытăнсан тепле, пултарайăп-ши? (тет кулса). || Творить. N. Пур пултарнисем те юрлăр. Орау. Турă икĕ йăвăçа пултарнă, тет. (Сказка). Баран. 140. Вĕсем пурте пултарса пулнă япаласем (haec omnia creata sunt). || Истопить. Сред. Юм. Мунча хотса полтартăм. Баню истопил. Альш. Карчăк мунча хутма-каят та, часрах пултарса килет, тет. || КС. Пултарать вăл. Tam valido fruitur Priapo, ut mulieribus egregie satisfacere possit.