в наст. времени не употр.
1.
быть, существовать
иметься
ялта çĕр кил пулнă — в деревне было сто дворов
манăн ерçӳ пулмарĕ — у меня не было свободного времени
2.
быть, являться
çарта вăл рота командирĕ пулнă — в армии он был командиром роты
колхоз председателĕ пулнă çын — бывший председатель колхоза
агроном пулнă май вăл куллен уй-хирте çӳрет — являясь агрономом, он ежедневно бывает на полях
Болгарие вăл делегаци руководителĕ пулса кайрĕ — он поехал в Болгарию в качестве руководителя делегации
3.
быть, случаться, происходить, совершаться, состояться
сана мĕн пулнă? — что с тобой случилось?
клубра концерт пулать — в клубе состоится концерт
ку ĕç тахçанах пулнă — это было давно
ун пекки час-часах пулкалать — такое часто случается
кĕçех çумăр пулать — скоро будет дождь
тĕлпулу пулмарĕ — встреча не состоялась
4.
быть, бывать, пребывать, находиться
присутствовать
ĕçре пул — быть на работе
пĕрле пул — быть вместе
лекцире пул — присутствовать на лекции
ун чухне эпĕ хулара пултăм — тогда я был в городе
вăл кашни кунах ман патра пулать — он каждый день бывает у меня
5.
быть, становиться
вăйлă пул — быть сильным, стать сильным
вĕрентекен пул — стать учителем
ăшăрах та ăшăрах пулса пырать — становится все теплее и теплее
вăрман шăп пулчĕ — в лесу стало тихо
6.
получаться, выходить, удаваться
приходиться
нимĕнле мар пулчĕ — получилось ни то ни се
санран пулать ку — у тебя это получится
ку тихаран ырă лаша пулас çук — из этого жеребенка доброго коня не получится
таврăнасси час пулмарĕ — скоро вернуться не удалось
май пул — удасться, представиться возможным
ăна курма май пулмарĕ — мне не удалось повидать его
пулса тух — получаться
мĕнле пулса тухрĕ ку? — как это получилось?
Ĕçлемесĕр çурт пулмасть. — погов. Без труда не построить дома.
7.
возникать, появляться
образовываться
пулса кай — возникнуть
çĕр çинче пурнăç пулса кайни — происхождение жизни на земле
пулса тăр —
1) стать кем-чем-л., превратиться в кого-что-л.
вал студент пулса тăнă — он стал студентом
2) образоваться
сăрт лупашкинче кӳлĕ пулса тăнă — в горной долине образовалось озеро
8.
наступать, наставать (о времени)
кĕр пулчĕ — настала осень
çулла пулчĕ — настало лето
каç пуласпа — к вечеру, с наступлением вечера
каç пулса килет — вечереет, наступает вечер
Ир пулать те каç пулать, ĕмĕр иртни сисĕнмест. — погов. День да ночь — сутки прочь, так и жизнь проходит незаметно.
9.
созревать, поспевать, доходить до готовности
улма-çырла пулчĕ — фрукты созрели
ыраш пулса çитрĕ, сĕлĕ пулман-ха — рожь уже дозрела, а овес еще не дозрел
10.
доходить до готовности, быть готовым
мунча пулчĕ — баня протопилась, баня готова
сăмавар пулман-ха — самовар еще не готов
пулчĕ! — все!, готово!
11.
родиться, уродиться, произрастать
кунта çĕрулми лайăх пулать — здесь хорошо родится картофель
кăçал хуратул ăнса пулчĕ — в этом году гречиха хорошо уродилась
12.
оказываться, быть каким-л.
кирлĕ пул — оказаться нужным
вăхăтлă пулчĕ — оказалось кстати
усăсăр пул — оказаться бесполезным
ал айĕнче пул — оказаться, быть под руками
куç тĕлне пул — оказаться в поле зрения
13.
сбываться, осуществляться
ĕмĕтленни пулчĕ — мечты стали явью
14.
очутиться, оказаться где-л.
пĕлмен çĕрте пул — очутиться в незнакомом месте
тĕмĕсем шыв айне пулнă — кусты оказались под водой
15.
доставаться, выпадать на чью-л. долю
выляв укçи мана пулчĕ — выигрыш достался мне
16.
попасть, влететь
пулчĕ ĕнтĕ куншăн мана! — ну и влетит мне за это!
пулать ак сана, асту! — берегись, попадет тебе!
17.
притворяться, делать вид
чирленçи пул — притвориться больным
çывăранçи пул — притвориться спящим
ĕçленĕ пек пул — работать для вида
18.
с инфинитивом на -ма (-ме):
обещать, обязаться
вăл ӳкерчĕкĕсене илсе килме пулчĕ — он обещал принести свой рисунки
ăна пулăшма пултăмăр — мы обязались помочь ему
19.
с причастием на -асшăн (-есшĕн):
хотеть
вăл каясшăн пулнă — он хотел уйти
эпĕ сана ярасшăн пулман — я не хотел отпускать тебя
20.
с инфинитивом на -ма (-ме):
можно, возможно
унта кайма пулать — туда можно пойти
сирĕнтен ыйтма пулать-ши? — можно у вас спросить?
◊
каяс пулать — нужно идти
чăтса пулмасть — невозможно терпеть
пыраймастăн пулать? — значит, не сможешь пойти?
пултăрах! — ну и пусть!, будь, что будет!
мĕн пулать те мĕн килет! — будь что будет!
мĕн пулсан пулать — что будет, то будет
мĕн пулсан та пулать — что будет, то будет
мĕнле пулсан та — во что бы то ни стало
кирек епле пулсан — та как бы то ни было
кирек мĕнле пулсан — та как бы то ни было
унччен те пулмарĕ — вдруг, внезапно
пулать-мĕн — в роли усилит. частицы что за, ну и
пулать-мĕн этем! — что это за человек!
сывă пул! — будь здоров!, до свидания!
сывă пултăр! — да здравствует!
сывă пултăр халăхсен туслăхĕ! — да здравствует дружба народов!
быть, стать, уродиться
пулать, йурать, май пур — возможно
пулас пулать — следует, приходится
пĕрле пул — сходиться
хăçан мĕн, пуласса (пулассине) пĕлсех тăнă — знал прекрасно, когда и что будет
ăçта пуласси ара! халĕ те ашшĕ патĕнчех... — чего где! конечно, до сих пор около отца
хĕç айне пуласса анчах ĕрчеççĕ — размножаются лишь для того чтобы попасть под меч
тĕттĕм пуласпа хапхана хупас чухне — когда же в сумерки надлежало затворять ворота
пулас çукки — неосуществимый
сута кайас пулать — нужно идти в суд
тĕл пул — встретить; заставить
каç пула (пулма) пуçласан — когда стало смеркаться
каç пуларахпа — с приближением вечера
санăн унта кайма пулать-и? — имеешь-ли ты возможность идти туда?
сĕлли пулчĕ пулмасла — овес уродился просто на диво
пулĕ, пуль — чай, чать, должно быть
килет пулĕ — идет, чать
пулăш — помогать
пулăшу — помощь
пултар — мочь, совладеть
пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.
пол, рыба. См. пулă. Регули 264. Ĕлĕк пол тытатче, халь пол тытмасăрах порнать. Ib. 154. Пол тытнипе (тытса) порнать. Вомбу-к. Пул яшки (полă, çĕрулми, пăрăç, сухан, лавровый лист çулчи пеккине яраççĕ). Цив. Пул ушкăнĕ, мелкая рыба. Ядр. † Пул тутарри хуняçу,
мед. Пизип., Татарк. р. См. пыл.
пĕрлешӳ (темиçе организаци); пул информационных агентств информаци агентствисен пĕрлешĕвĕ
[pul]
esti (estu), okazi (okazu)
эп(ĕ) Мускавра пулнă — mi estis en Moskvo
сана мĕн пулнă? — kio okazis al vi?
пĕрле пул — esti kuneе
эп(ĕ) ĕçре пулатăп — mi estos en la laborejo
вăйлă пул — esti forta
май пулмарĕ — ne estis ebleco
пулма пултарать — povas okazi, eble
çапла пултăр — estu tiel
çакă мĕнле пулса тухрĕ? — kiiel okazis tio? кĕр пулчĕ — venis la aŭtuno
пулчĕ! — farite! finite!
1. «быть», «бывать», «случаться»; 2. «становиться»; 3. «созревать», «поспевать», «уродиться» (о плодах и злаках); узб., тат., башк. бул, уйг., туркм., тув., кирг., казах., к. калп., ног. бол, азерб., тур. ол, алт. В, хак. пол, якут. буол «быть», «становиться»; ср. монг. болох «быть», «становиться», «делаться».
Çавăн пекех пăхăр:
пукрешке пукрис пукришкă пукришка « пул » пул(ă)штух пулă пулă çунатти пулă сĕлĕхĕ пулă сахи